Контент патне куҫ

«Чĕлхе е диалект» проблема

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чӗлхе е диалект проблеми ҫинчен куҫарнӑ)
Серб-хорват чĕлхипе калаçакансен талккăшĕ (2005-мĕш çулччен)
Серб-хорват чĕлхине пайласа яма йышăннă хыççан (2006)

«Чĕлхе е диалект» проблемачĕлхен пĕр-пĕр палăрăмне палăртассипе çыхăннă проблемăсенчен пĕри. Харпăр идиома уйрăм чĕлхе темелле е уйрăм диалект темелле — акă çакнашкал ыйту сиксе тухма пултарать. Ытлашши нумай калаçса каймасăрах, малтанах, хальхи вăхăтра тÿрех çапла калама пулать: пĕтĕмĕшле илсен, тавлашуллă самантсене ахаль лингвистика шайĕнче çеç татса пама май çук. Кирек мĕнле пулсан та, анлăрах контекстра пăхса тухма тивет.