Корейсем
Корейсем (кор. 한국인, 조선사람) — Корей ҫурутравӗн тӗп халӑхӗ.
Антропологипе монголоид расин тухӑҫ азиат ушкӑнӗ. Корей чӗлхипе е вӗсем пурӑнакан ҫӗршыв чӗлхипе калаҫаҫҫӗ.
Тӗп тӗнсем - конфуцилӗх, буддизм, христианлӑх, шаманлӑх. Анчах корейсен нумайрахӑшӗ - тӗнсӗр (атеист). Ӗлӗкхи вӑхӑтра корейсен нумайрахӑшӗ - буддист пулнӑ, анчах XIV ӗмӗрте вӑл патшалӑх тӗнӗ статусне пӗтнӗ. КХДР-нче пурӑнакан корейсен нумайрахӑшӗ - атеист.
Этноним
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Корейсем хӑйсене (этноним) корейле — Корей Халӑх Демократиллӗ Республикинче чосон сарам (кор. 조선 사람) ятлӑ, Корей Республикинче хангук сарам (кор. 한국 사람).
Корей ҫурутравӗн тулашӗнчи корейсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Корей ҫурутравӗн тулашӗнчи корейсен йышӗ - 7 миллион панелле[9]. Вӗсенчен тӑваттӑ пиллӗкмӗшӗ патнелле 3 ҫӗршывсенче пурӑнать: КХР, Япони, АПШ. Ҫӗршывсем 0,5% ытла корей халӑхӗпе: Япони, Ҫӗнӗ Зеланди, АПШ, Казахстан, Канада, Узбекистан, Австрали[3].
Ӗлӗкхи ССРП-н территорийӗсенче пурӑнакан корейсем хӑйсене - корё сарам (кор. 고려 사람 (高麗人) "Корё халӑхӗ") ятлӑ. Вӗсем Кочосонӑн авалхи корей патшалӑхӗн территоринче пурӑннӑ, е 1860-мӗш ҫулсенче Раҫҫейри Инҫет Тухӑҫра (Тинӗсҫум енче) таврӑннӑ е Япон ҫарӗпе Сахалинте куҫса илнӗ корейсен тӑхӑмӗсем[11]. Раҫҫейри тата ППП-нчи корейсем хӑйсен корей чӗлхин диалекчӗпе калаҫаҫҫӗ (кор. 고려말, корё мар)[12]. Украинӑра корейсем XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче килнӗ. Массӑллӑ ушкӑнсем Николаевпе Херсон облаҫӗнче тата Крымрӑ пурӑнаҫҫӗ[8].
Йӑла
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малалла корей уявӗсем питӗ паллӑ: тольджанчхи (пӗрремӗш ача ҫуралнирен пӗрремӗш кун уявӗ), соллаль (Ҫӗнӗ ҫул), хвангап (60 ҫуллӑ ҫуралнӑ кун).
Пӗтӗм халӑх уявӗ - чхусок (тырпул кунӗ). Ӑна Корей ҫурутравӗн пур енче, КХДР-нче те КР-нче те, уявлаҫҫӗ.
Ҫурт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Йӑла ҫурчӗ - ханок (тӑм шӑлнӑ ҫурт). Ӑна шал енне решеткеленӗ йывӑҫ кӑшкарӗпе тулашӗнче чулпа витсе ҫавӑрнӑ тата тӑмпа шӑлнӑ тунӑ. Ҫурт тӑрри - улӑмпа тунӑ. Шал ен - пӗчӗк, чӳрече картише пӑхнӑ, кӗленче вырӑнне тӑварланӑ хут.
Корейсен материал культурин уйрӑмлӑхӗ географипе климатран тунӑ. Ҫурутраври йӗпе ҫантлӑкран корей йӑла ҫурчӗнче ондоль (ӑшӑ урай) пур.
Апат-Ҫимӗҫ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чи тӗп корейсен апачӗ ку тӗкӗ кӗрпи (рис кӗрпи). Корей халӑх апачӗ - тӗкӗпе чӗрчун продукчӗнчен пӗҫерет.
Пӗтӗмпех каласан, корей кухньи питӗ ҫивӗк, мӗншӗн тесен нумай хӗрлӗ пӑрӑҫпа чили пӑрӑҫне усӑ курать. Корейсем апат тунишӗн пӑрӑҫа 16 ӗмӗртен усӑ кураҫҫӗ, ӑна Кӑнтӑр Америкӑран португалсем илсе килнӗ.
Тумтир
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Корей йӑла тумтирӗ питӗ шурӑ. Арҫын тумтирӗ - кӗпе, лапашка йӗм, улӑм е вӗрен чӑлхи. Хӗрарӑм тумтирӗ - юбка, лапашка ҫӑрха тата хулпуҫҫи витти.
Корей ячӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Корейсен нумайрахӑшӗн хушамачӗ пӗр сыпӑкран, ячӗ икӗ сыпӑкран тунӑ, анчах икӗ сыпӑклӑ хушаматсем пур. Ятпа хушамат час-часах ханчапа ҫырать. Мӑшӑрланнӑ хӗрарӑм упӑшкан хушаматне илмест, анчах ачисем ашшӗ хушаматне илеҫҫӗ. Корейре 250 хушамат патнелле усӑ кураҫҫӗ. Чи паллӑ: Ким, Ли, Пак, Чхве (Цой).
Ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тхэквондо (кор. 태권도, 跆拳道) - корей ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ. Ӑна 1955 ҫулта Чхве Хон Хи тхэквондона туса хунӑ. Ку сӑмах виҫӗ сӑмахран тунӑ: тхэ - "ура", квон - "чышкӑ", до - "ҫул".
Хапкидо (кор. 합기도, 合氣道) - япон айкиди пекки ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ.
Тансудо (кор. 당수도) - хӑй хӳтӗленӳ тӗпӗнче ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ. Унӑн хайлавҫӑ - Хван Ки, 1930-мӗш ҫулсенче вӑл Маньчжурире пулнӑ чух кивӗ корей ҫырӑвӗсемпе тансудона тунӑ.
Кёксульдо (кор. 격술도, 撃術道) - Ҫурҫӗр Корейрен ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ, ӑна Корей халӑх армийӗнче вӗрентеҫҫӗ.
Галерей
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Йӑла тумтирӗпе корей ачисем
-
Йӑла тумтирӗпе хӗрарӑмсем
-
Чосон король хӗрарӑмӗ тумтирӗпе Кӑнтӑр Корей хӗрарӑмӗ
-
Йӑла корей туйӗ
-
Корей арҫынӗсем, 1871 ҫул
-
Корей каччи, 1904 ҫул
Ҫавӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Statistics Korea
- ^ 2013 World Population Data Sheet Interactive World Map. çăлкуçран архивланă 30 Пуш уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 13 Ҫӗртме уйӑхӗн 2015.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25 тата 26 South Korea: Ministry of Foreign Affairs and Trade. 2013. Retrieved 30 March 2014..
- ^ Информация о национальном составе постоянного населения Республики Узбекистан
- ^ Перепись 2021 г..
- ^ Национальный состав населения Российской Федерации согласно переписи населения 2021 года.
- ^ Национальный состав населения - Открытые данные - Статистика Кыргызстана.
- ^ 1 тата 2 Національний склад регіонів України за переписом 2001 р.
- ^ 1 тата 2 재외동포현황(2021)/Total number of overseas Koreans (2021)
- ^ Корейцы Сахалина :: Корея: страна и люди :: Авторские проекты на Восточном портале. çăлкуçран архивланă 6 Пуш уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 28 Нарӑс уйӑхӗн 2016.
- ^ BRE
- ^ Kwak, Chung-gu (2007). «Data and Ressarches for Korean dialect in Central Asia» (ko). Journal of Humanities 58: 231–272. ISSN 1598-3021.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Корейцы // Народы России. Атлас культур и религий. — Мускав.: Дизайн. Информация. Картография. — С. 320. — ISBN 978-5-287-00718-8
- Совет администрации Красноярского края. Управление общественных связей ; гл. ред. Р. Г. Рафиков ; редкол.: В. П. Кривоногов, Р. Д. Цокаев Корейцы // Этноатлас Красноярского края. — 2-е изд., перераб. и доп. — Платина (PLATINA), 2008. — 224 с. — ISBN 978-5-98624-092-3 Архиври копи, 29 Чӳк уйӑхӗн 2014 Wayback Machine çинче
- Народы Восточной Азии, М.— Л. 1965
- 서의식, 강봉룡 = 뿌리 깊은 한국사, 샘이 깊은 이야기: 고조선, 삼국. — 6 February 2024. — ISBN 978-89-8133-536-6
- Barnes, Gina Lee The Rise of Civilization in East Asia: The Archaeology of China, Korea and Japan. — Thames and Hudson, 1993. — ISBN 978-0-500-27974-8
- Nelson, Sarah M. The Archaeology of Korea. — Cambridge University Press, 1993. — ISBN 978-0-521-40783-0