Контент патне куҫ

Королёв Анатолий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анатолий Королёв
Çуралнă вăхăт чӳк, 1, 1942
Çуралнă вырăн Еремеевка ч. ялĕ, Сарăту облаçĕ, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт юпа, 24, 1991
Вилнĕ вырăн Ленинград, СССР
Патшалăх ССРП ССРП

Анато́лий Ива́нович Королёв (чӳк, 1, 1942, Еремеевка ч. ялĕ, Сарăту облаçĕ, РСФСРюпа, 24, 1991, Ленинград, СССР) — совет эстрада юрăçи.

Сарăтури Л. В. Собинов ячĕллĕ мусăк училищинче (халĕ Сарăтури Л. В. Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕ) пĕлӳ илнĕ.

1967 çулта Сочире иртнĕ Тĕнчери çамрăксен 1-мĕш юрă фестивалĕн лауреачĕ ятне çĕнсе илнĕ (пĕрремĕш парне «Плакат» юрăшăн)[1] (А. Флярковский — Р. Рождественский).

1970 çулта «Мелодия» фирмăра пĕрремĕш гигант-дискĕ тухнă. 1970-мĕш çулсен пуçламăшĕнче юрăç «Весёлые голоса» ВИА-ра ĕçлет. 1975 çулта «Мелодия» фирмăра Анатолий Королёвпа «Весёлые голоса» ВИА пĕрле гигант-диск кăларнă.

Малашне Анатолий Иванович композитор ĕç-пуçне пикенет; унăн юррисене Мария Пахоменко шăрантарать.

1980 çулта Анатолий Королёв автоаварине лекет те урисене амантать, чылай хушă амакланать.
Мария Пахоменко çапла каласа панă:

« «Я долго была под впечатлением после встречи с певцом печальной судьбы Анатолием Королёвым. У него удачно начиналась творческая карьера. Он пел в ансамбле «Дружба». — После трагического случая остался без ног и был всеми забыт. Когда мы его привезли в студию на передачу «Приглашает Мария Пахоменко», он был счастлив и великолепно вёл себя перед камерой». »

Чирпе асапланнă вăхăтра ăна Александр Броневицкий, Вилли Токарев тата Иосиф Кобзон пулăшнă.

  • 2004 çул — «Ылтăн коллекци» серире чаплă юрăçăн компакт-диск çине çырнă альбомĕ тухнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Русская советская эстрада, 1946-1977» под ред. Уваровой М., Искусство, 1981.