Коряк чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Коряк чĕлхипалеоази чĕлхисен шутне кĕрекен Коряксен чĕлхи.

1989 çулхи перепись тăрăх пурĕ 9 200 коряк шутланнă. Вĕсенчен 53% хăйсен тăван чĕлхи вырăнне коряк чĕлхине шутлать. 1959 çулхи перепись тăрăх тăван чĕлхе тесе коряксен 99,6% каланă.

Диалекчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литературăра пурĕ 11 диалект шутланать: чавчув, караг, апук, алютор, палан, кахтан, рекинник, камен, иткан, парень, гижигин. Стебницкий Сергей Николаевич тĕпчевçĕ çавăн пекех керек чĕлхине те коряк чĕлхисен диалекчĕ тесе шутланă.

Çыруллахĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку чĕлхе сахал çыруллăхла чĕлхесем шутне кĕрет. Пĕрремĕш алфавита латиница çинче йĕркеленĕ. Унта 29 саспалли пулнă. 1937 çулта кириллица çине куçнă. Хальхи алфавита 1960 çулта йышăннă. Çыруллăха чувчав диалектне тĕпе хурса никĕсленĕ.

Алфавичĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1931:

A a B в Є є D d E e Ә ә F f G g
H h I i Ь ь J j K k L l M m N n
N̡ n̡ Ŋ ŋ O o P p Q q R r S s T t
Ţ ţ U u V v W w Ƶ ƶ

1933:

A a B в C c D d E e Ә ә F f G g
H h I i Ь ь J j K k L l M m N n
N̡ n̡ Ŋ ŋ O o P p Q q R r S s T t
Ţ ţ U u V v W w Ƶ ƶ

1937–1960:

А а Б б В в В' в' Г г Г' г' Д д Е е
Ё ё Ж ж З з И и Й й К к Ӄ ӄ Л л
М м Н н Ӈ ӈ О о П п Р р С с Т т
У у Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ
Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Wikimedia Incubator
Wikimedia Incubator