Контент патне куҫ

Костюшко (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

КостюшкоЧулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан пĕчĕк юханшыв, Чие шывĕн сулахай юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Хурашу (выр. Черноречье) ятлă пушă ялтан тăватă çухрăм хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Юханшыв вăрăм мар, тăршшĕ пилĕк çухрăм кăна. Пысăк юпписем çук.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан Костюшко хĕвеланăçнелле юхать. Унпа пĕрлешнĕ хыççăн Чие те хĕвеланăçнелле пăрăнать.

Юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх юхнăран ун хĕрринче никам та пурăнмасть.