Чие (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Чие (выр. Вишня), — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан пĕчĕк юханшыв, Керженец шывĕн юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв çăлкуçĕ Конь кордон патĕнче вырнаçнă. Рустай ялтан икĕ çухрăм кăнтăралла Керженецпа пĕрлешет. Юханшывăн юппийĕсем çирĕм ытла, пысăккисем çаксем: Кĕçĕн Чие, Гремышка, Ржавка, Песчанка, Костюшко, Ухмантей.
Чие малтан кăнтăралла юхать, кайран, Ржавка шывĕпе пĕрлешнĕ хыççăн кăнтăр-хĕвеланăçнелле пăрăнать. Костюшкопа пĕрлешсен çулĕ хĕвеланăçнелле çаврăнать те Рустай ял патĕнче каллех кăнтăралла юхма тытăнать.
Ялсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв хĕрринче Рустай ял кăна вырнаçнă. Ытти вырăнта юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх юхать, çавна пула унта никам та пурăнмасть.