Котлет

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Котлет
Аш-какай фаршĕнчен пĕçĕрнĕ котлетсем
Аш-какай фаршĕнчен пĕçĕрнĕ котлетсем
халăх кухнисене кĕрет
украин, вырăс, поляк, беларус, литва, молдаван
Пĕрпек çимесем
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Котле́т (фр. côtelette«аяк пĕрчишки»[1]) — чи малтанхи пĕлтерĕшĕнче: шăммипех пĕçернĕ аш-какай татăкĕ. Хальхи вырăс чĕлхинче тата вырăс кухнинче: какай фаршĕнчен, унăн аналогĕнчен (пулă фаршĕĕнчен, чăх фаршĕнчен) е пахчаçимĕç фаршĕнчен хатĕрлеççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

фр. côtelette сысна кĕлеткинче
Киеври пек котлет

Котлет (фр. côtelette) термин франссен côtelé (аяккиллĕ е côte — аяк пĕрчи) сăмахĕнчен пулса тухать. Сысна кĕлеткин хăш пайĕнчен касса илекен пайне çаплах «côtelette» теççĕ.

«Котлет» вырăс кухнине Европăран XVIII ĕмертен каярах килнĕ, темелле. Европăри пекех, Раççейре те чи малтанах аяк пĕрчи шăммин ашне каланă. Çапах та, XIX ĕмерĕн пĕрремĕш çурринче вакланă котлетсем тума тытăннă. Чи паллă тĕслĕхĕ — пожарский котлечĕ, ăна пĕрремĕш хут çапла Торжокри трактир хуçи Евдоким Пожарский пĕçернĕ. Çак катлета хулара темиçе хутчен пулнă А. С. Пушкин питĕ ырланă, çапла вара çак çимене пĕтĕм Раççейре апата кĕрсе каять.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Левшин В. А. Словарь поваренный, приспешничий, кондитерский и дистилляторский. — Университетская Типография, у Хр. Ридигера и Хр. Клаудия, 1795.
  • Похлёбкин В. В. Котлеты // Кулинарный словарь. — М.: Издательство «Э», 2015. — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-75127-3
  • Яценков Н. Новейшая и полная поваренная книга в двух частях. — Типография Гиппиуса, 1791.
  • Лисова О. В. Котлета: украшение царского стола и любимица общепита // Всё о мясе : журнал. — 2011. — В. Всё о мясе.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ котлета // Этимологический словарь русского языка / авт.-сост. М. Фасмер ; пер. с нем. и доп. чл.‑кор. АН СССР О. Н. Трубачёва. — Изд. 2-е, стер.. — М.: Прогресс, 1986. — Т. II.