Котёночкин Вячеслав Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Котёночкин Вячеслав Михайлович
Котёночкин Вячеслав Михайлович

Котёночкин Вячеслав Михайлович, — вырăс режиссёр, ӳнерçĕ, аниматор. 1927 çулхи çĕртме уйăхĕн 20 Мускавра çуралнă. 2000 çулхи чӳк уйăхĕн 20 Мускаврах вилнĕ.

1987 çулта Раççейĕн халăх артисчĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. 1988 çулта СССРăн патшалах премиĕн лауриачĕ пулнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вячеслав Котёночкин ӳкерес енĕпе питĕ кăсăкланнă, çавăнпа та хăй каласа панă тăрăх ăна пурнăç çулĕ «Союзмульфильм» студине илсе килнĕ. 1947 çулта вăл студи çумĕнчи мультипликаторсен курсĕсене вĕренсе пĕтернĕ те ӳнерçĕ-мултипликатор пулса ĕçлеме пуçланă. Каярахпа ӳнерçĕ-постановщик вырăнĕнче ĕçленĕ. 1962 çултанпа вара режиссёр ĕçне пикеннĕ.

Унăн аллисем урлă 80 ытла картин тухнă.

1999 çулта паллă аниматорăн «Ну, Котеночкин, погоди!» ятлă аса илĕвĕсен кĕнеки пичĕтленсе тухнă.