Контент патне куҫ

Крешшĕнсем (анлă пĕлтерĕш)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Крешшĕнсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Крешшĕнсем — тахçан, шутсăр авалхи саманасенче мар, "хальтерехри" вăхăтсенче урăх тĕнрен христианлăха (православие) куçса тĕне кĕнĕ çынсене чăвашсем çапла каланă, хашпĕр чухне халĕ те çапла калаççĕ. Ытларах чухне сăмахне пĕр ш лартса паллă тăваççĕ, анчах та вăл тĕлте çав сасă янрамасть, хупă илтĕнет.

Хăйсен хушшинчи çынсене чăвашсем тĕне кĕменнисемпе патраштарас мар тесе каланă. Çав вăхăтрах ытти халăх çыннисем тĕлĕшпе те усă курнă çак сăмахпа.

Авалхи саманасем тенĕрен, ку ăнлав танлаштаруллă. Çавна май патшалăхăн официаллă хучĕсенче те крешшĕнсене вăхăтсем тăрăх уйăрса пăхас йĕрке пулнă: старокрещены тата новокрещены тенĕ. Кунашкал йĕрке ахаль чăвашсем хушшинче пулнипе пулманни паллă мар. Апла пулин те, пурпĕрех, кивĕ крешшĕнсем тата çĕнĕ крешшĕнсем теме май пур.

В.Г.Родионов профессор чăвашсем пирки çырнинчен[1]:

<Куçару: христиансене (тутарла калаçакансене те, чăвашла каласакансене те) вĕсем[2] ансаттăн çеç крешшĕн тенĕ.>

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • ЛЕОНТЬЕВ, Алексей. Крешĕнсем – камсем вĕсем? // "Тăван Атăл" журнал, 3 №, 2015 çул.
  • Исхаков Р. Р. Очерки истории традиционной культуры и религиозности татар-кряшен (XIX – начало XX вв.): монография. — Казань: Изд-во «Центр инновационных технологий», 2014. — 332 с. — ISBN 978-5-93962-691-0.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Родионов В.Г. М. Сеспель и некоторые аспекты самоидентификации чувашского этноса в поликультурном пространстве Евразии ХIII-ХХ вв. Электронла ресурс.
  2. ^ Чăвашсем.