Круглый Лев Борисович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Лев Борисович Круглый
Çуралнă вăхăт: 1931, нарăс, 24
Çуралнă вырăн: Мускав
Вилнĕ вăхăт: 2010, чӳк, 17
Вилнĕ вырăн: Гаренн-Коломб, Франци
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg
Flag of France.svg
Професси: Актёр
IMDb: ID 0472622

Лев Борисович Круглый (нарăс, 24 1931чӳк, 17 2010) — театрпа кинора ĕçленĕ совет актёрĕ .

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Метротăвакан тата мусăк ĕçченĕн (А. Б. Гольденвейзер патĕнче вĕреннĕскер) çемьинче çуралнă. Унăн ĕлĕххи тăванĕсем Кейӳре пурăннă, хăш тăванĕ Холокостра пĕтнĕ[1].

1953 çулта М.С. Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кĕрет, Вера Николаевна Пашенная патĕнче пĕлӳ илет. Сцена çине пĕрремĕш хут студент чухнех Малый театрĕнче «Иван Грозный» спектаклĕнче тухать.

Кинора унăн дебючĕ 1959 çулта, Михаил Калик режиссерăн «Колыбельной» фильмĕнче çуралать. Актёрăн фильмографинче «713-й просит посадку», «Впереди крутой поворот», «Живые и мёртвые», «Шумный день», «Подарок черного колдуна» тата урăххисем те.

1979 çулта Наталья Энке актриса арăмĕпе тата Никита ывăлĕпе пĕрле тăван çĕр-шывран тухса каять. Венăра, Мюнхенре (в Мюнхенре виçĕ çул хушши «Ирĕклĕх» радио диктор вырăнĕнче ĕçленĕ) пурăннă.

Францире çемьипех Медонра, Парис çумĕнче, пурăнма вырнаçать.

Спектакльсем лартса вĕсенчех хăйсем те вылянă. Икĕ актёр театрĕ 25 çул ĕçлет. Мĕнпур Америкăпа Европăна çитсе хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Раççее Лев Круглый Наталья Энке арăмĕпе икĕ хутчен килсе курнă: пĕрремĕш хут РФ Культура министерстви чĕнĕвĕпе Мускавпа Петербурга 1993 çулта («Бедные люди», «Кроткая» и «Женитьба» спектакльсем), иккĕмĕш — 2003 çулта («В карете прошлого» спектакльпе). Эмиграцире тĕне кĕрет те экуменист йăлине тытса пырать[1].

2005 çулта раççей культура ĕçченĕсемпе пĕрле Михаил Ходорковские политикăшăн тĕрмене лартнă тенĕ çыру çине алă пусать.

2010 çулхи чӳк, 17, вырăнти вăхăтпа кăнтăрлахи пĕр сехет тĕлнелле Парис тулашĕнчи Гаренн-Коломб хулин «Лембер» клиникинче куçне ĕмĕрлĕхех хупать [3].

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Арăмĕ — актриса Наталья Энке. Ывăлĕ — Никита Львович Круглый-Энке, к/м «Ливень» фильмра (1977, Одесса киностудийĕ) тĕп роле вылянă[4].

Сценографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет Союзĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хабаровскри драма театрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Современник» театр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускаври Ленин комсомолĕ ячĕллĕ театр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕçĕн Бронная çинчи театр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1967 — «Три сестры» А. П. Чеховăн

Францире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бретон культура центрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Кроткая» (Ф. М. Достоевскипе)
  • «Граф Нулин»

Медонри Сен-Жорж центрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Женитьба»

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет Союзĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Францире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]