Куликово патĕнчи çапăçу
Куликово патĕнчи çапăçу, — 1380 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Куликово уйĕнче пулса иртнĕ çапăçу. Ку уй Дон, Непрявда тата Хитре Меча хушшинче вырнаçнă, лаптăкĕ 10 тв. çх. патнелле.
Вожа юханшыв хĕрринче тутарсен çар ушкăнне çапса аркатни Мамая питĕ килĕшмен — Дмитрий Иоанновича ку ĕçшĕн явап тыттарас шухăш çуралнă. Пысăк çар пухса вăл Мускав еннелле çул тытнă. Ăна пулăшма Литван аслă кнеçĕ Ягайло та тухнă. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче таса чунлă Сергийрен пил сăмахĕсене илнĕ хыççăн Дмитрий Иоаннович Мамая хирĕç харçа тухнă. Дмитрий Иоанновичпа пĕрле çапăçăва унăн шăллĕ Владимир Андреевич тата нумай вырăнти кнеçсем пулнă. Çавăн пекех вĕсен çар шутĕнче Коломнăри çар та пулнă. Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Дмитрий çарĕ Донпа Непрявда патне çитсе тăна. Мамай вара 3 эрне ĕнтĕ Непрявда патĕнче Ягайло çарне кĕтсе тăнă. Ягайлопа Мамай пĕрле ан çапăçчăр тесе вырăссем çапăçăва пуçлас тенĕ.
Мамай çарĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мамай çарĕн шутне çапла пĕлме пулать: 1385 çулта Тавриз çине харçăпа кайнă чухне Тăхтамăш пĕтĕм Ылттăн Урта çĕрĕнчен 90 пинлĕ çар пухнă. Мамай вара Ылттăн Уртан анăçри çĕрĕсене кăна тытса тăнă. Куликово патĕнчи çапăçура Мамай пĕтĕм çарне çухатнине асра тытсан, тата пилĕк çул хушшинче çынсен йышĕ хăвăрт тулманнине асра тытсан, тутарсен çарĕнче 70-75 пин çын пулнă тесе шутлама пулать.
Вырăссен çарĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Дмитрий пĕтĕм Çурçер-Тухăç Руçĕн çĕрĕнчен çынсене пухнă. Мускавпа пĕрмай тупăшакан Тверь те хăйĕн çарне илсе килнĕ. Çавăн пекех Дмитрий çарĕ шутне Кисан тăрăхĕнче Ольгердович кнеçĕсен (Ягайло шăллĕсем) Псковпа Брянскри полкĕсем кĕнĕ.
Пуçтарăннă çар шутне тĕрлĕрен çырса хăварнă. Çулçыравçăсем 150-250 пинлĕ çар пирки çырса хăварнă. Каярахпа тĕпчевçĕсем (Е. А. Разин тата ыттисем) вăл вăхăтри вырăссен халăх шутне, çара епле çынсене пухнине, вырăс çарĕ çапăçу хирне çитнĕ вăхăта (кĕперсен шутне тата вĕсем урлă каçнă вăхăта шута илсе) тĕпе хурса тĕпченĕ хыççăн Дмитрий çарĕнче 50-60 пин çын пулнине палăртнă. В.Н. Татищев та 60 пинлĕ çар пирки çырса хăварнă. Дмитрийĕн хăйен çарĕ 20-25 пин çынтан çеç тăнă, ыттисем вара — ăна пулăшма килнисем. Çарта 20 пин юланут, 30 пин çуран утакан çар пулнă. Дмитрий Иоаннович ку пысăк çара пиллĕк пая пайланă: малти, аслă, сылтăм алă, сулахай алă тата сыхлавлă полксем çине.
Çапăçăва хатĕрленни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче уйя тĕтре ярса илнĕ, çавна май 11 сехетчен хире-хирĕç тăракан çарсем вырăнтан хускалман. Тĕтре сирĕлнĕ хыççăн тутарсемпе вырăс çарĕсем пĕрне-пĕри хирĕç тухнă. Тутарсен çуран çарĕ варринче, юланутсем вара хĕррипе пынă. Пĕр-пĕрин патне çитнĕ хыççăн çарсем чарăнса тăнă.
Çапăçу
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çапăçу пуçлас умĕн çарсенчен икĕ паттăр тухнă — Александр Пересвет тата Челепей (Телепей). Пер-перин хышшинчи çапăçура икĕ паттăр та пуçне хунă хыççăн уйра икĕ çар хушшинчи çапăçу пуçланнă.
Малти ретри полк тутарсен атакине хирсе янă пулин те тутарсем вĕсене пăтратса ярса вырăссен варринчи çарĕ çине пырса кĕнĕ. Вырăс çулçыравçисем çырса хăварна тăрăх ку çапăçу юнлă пулнă, нумай тăсăлнă. Темиçе сехет хушши çапăçнă хыççăн çапăçу уйĕнчи лару-тăру курăнма пуçланă. Вырăссем сылтăм енче тутарсемпе ăнăçлă çапăçнă — çырма вĕсене самай пулăшу кӳнĕ. Варринче вара тутарсем самай вăйлă вырăссене хĕснĕ, анчах Владимирпа Суздальтен килнĕ полксем вĕсене хирĕç çирĕп тăнă. Вĕсем витĕр тухма вара тутар юланучĕсене çĕр çинче выртакан вилĕсем чăрмантарнă.
Тутарсем хăйсен çарĕсене пуçтарса сулахай енчен вырăссем çине тапăннă. Анчах та кунта вĕсем тапăнасса кĕтнĕ пулнă. Тутарсем вырăссен сулахай енчи полкне çапса çĕмернĕ. Дмитрий Ольгердович полкĕ сулахайн енчи фланга тата аслă полкăн тылне хӳтĕлеме çеç пултарнă. Сыхланса юлнă сулахай алă полкĕн çар çыннисем Непрявда патнелле тара пуçланă — вĕсем хыççăн тутар юланучĕсем вĕçтернĕ.
Вырăссен сыхлавлă çарĕ ку хушăра çапăçăва хутшăнман. Çарĕ çапăçасшăн пулнă пулин те Боброк çарпуçĕ вĕсене тытса чарнă. Тутарсем сулахай алă полкне çапса çĕмĕрнĕ хыççăн вара ку полк çапăçăва хутшăннă. Тутарсен юланучĕсене хирĕç хыçалтан кĕрсе вырăссем вĕсене юханшыва хăваласа кĕртнĕ. Унтах çапса аркатнă. Çак вăхăтрах аслă полкпа сылтăм алă полкĕ тутарсене тирĕç тапăнма пуçланă. Тутарсем тара пуçланă.
Хăйĕн çарĕ тара пуçланине курсан Мамай пĕчĕк ушкăнпа тарнă. Сыхлавла çарĕ тутарсене Хитре Меча таранах хăваланă.
Çухатусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăс çулçыравçисем вилнисем шутне самай пысăклатаççĕ. Вĕсем çырса хăварнă тăрăх вилнисен шучĕ 1,5 млн. таран çитет. Тĕрĕсрех каласан вара икĕ енчи çарсен çухатăвне пĕрлештерсен 100 пин пуçтарăнать. Кая юлса çитнĕ Ягайло кнеçĕн çарĕ аманнисене тустарнă, çаратнă. Авăн уйăхĕн 9-мĕшпе 16-мĕшĕ хушшинче вилнисене пытарнă. Тăванла вилĕ тăпри çинче чиркӳ лартнă (халĕ вăл сыхланса юлман).
Кайрантарахпа
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Дмитрий каялла чаппа таврăннă. Олег Рязанский ăна асли шутне хунă, килĕшӳ туса алă пуснă. Халăх çĕнтерӳпе хавасланнă — Дмитрийе Донской, Владимира — «Храбрый» (хастар) хушма ят панă. Халăх ку çентерӳпе Ылттăн Урта вăйĕ чакнă тесе шутлама пуçланă, анчах та кăшт каярах йăнăшнине туйса илнĕ.
Икĕ çул иртсен Тăхтамăш Мускав çине тапăнса килсе йăлтах çаратса кайнă. Ку хутĕнче вара Дмитрий Донской вĕсене хирĕç нимех те тăвайман.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мерников А. Г., Спектор А. А. Всемирная история войн. — Минск., 2005.
- Карнацевич В.Л. 100 знаменитых сражений. — Харьков., 2004.
- Л.Н. Гумилёв Эхо Куликовской битвы