Кульков Юрий Петрович
Кульков Юрий Петрович, — философи ăçлăлăхĕсен докторĕ, профессор. 1939 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1946-1956 çулсенче Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта, 1956-1961 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн пĕр тапхăр Калайкассинчи, кайран Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ (1961-1970).
1970 çулта ăна Чăваш патшалăх университечĕн философи кафедрине ассистент пулса ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. 1972-1975 çулсенче Мускаври В.И. Ленин ячĕллĕ патшалах педагогика институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ, «Метолопогические вопросы формирования научного понятия (на примере понятия волновой функции в квантовой механике)» темăпа диссертаци хӳтĕлесе философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. Çавăнтанпа Чăваш патшалах университетĕнчи философипе ăслăлăх методологийĕ кафедринче вăй хурать.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юрий Кульков профессор 25 ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ, вăл шутра «Мировоззрение и естественнонаучное познание» монографи (1993) пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланать.
Юрий Петрович тĕпчевĕсем философии, ăслăлăхăн тата кулътурăн пĕтĕмĕшле ыйтăвĕсемпе çыхăннă.
Пичетленнĕ ĕçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Влияние культуры на формирование естественнонаучного идеала // Философские проблемы естествознания. Киев: Изд-во КГУ. Вып. 56, 1984;
- Мировоззрение и методологические проблемы науки. Новосибирск: Изд-во Новосибирского ун-та, 1988;
- Функционирование мировоззрения и естественнонаучное познание // Философские проблемы современного естествознания. Киев. 1990;
- Фундаментальное научное понятие — репрезант мировоззренческой информации. СПб: Изд-во СПб, 2000.