Кьянти (эрехтăвакан тăрăх)
Кьянти (итал. Chianti DOCG) - Тоскана облаçĕнче (Итали) вырнаçнă эрехтăвакан паллă тăрăх.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1716 çулта Козимо III херцăк пĕрремĕш хут Кьянти эрехне епле тумалли саккуна çырнă. 1968 çулта Кьянти DOC категорие, 1994 çулта - DOCG категорие панă.
Лаптăкĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Иçĕм сорчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кьянти эрехне тума хĕрлĕ (Санджовезе - 70 %, Маммоло е Канайоло-15 %) тата шурă (Треббьяно-5 %, Мальвази-5 %) иçĕм сорчĕсемпе усă кураççĕ. 2006 çултанпа шурă иçĕм сорчĕсемпе усă курма юрамасть. Вĕсен вырăнне Каберне совиньона усă курма ирĕк панă.
Кьянти лаптăкĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кьянти тăрăхĕ саккăр эрехтăвакан лаптăка пайланă:
- Кьянти Классико (Chianti Classoco) - 1996 çулта чикĕсем хунă, DOCG категорие панă;
- Кьянти Руфина (Chianti Rufina);
- Кьянти Колли Фьорентини (Chianti Colli Fiorentini);
- Кьянти Колли Аретини (Chianti Colli Aretini);
- Кьянти Колли Сенези (Chianti Colli Senesi);
- Кьянти Коллине Пизане (Chianti Colline Pisane);
- Кьянти Монтальбано (Chianti Montalbano);
- Кьянти Монтеспетроли (Chianti Montespetroli).
Эрех тăвакан паллă хуçалăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Antinori, Frescobaldi, Felsina.