Кюль-тегин
Культегин | |
闕特勒 | |
Çуралнă вăхăт | 685 (684) |
---|---|
Вилнĕ вăхăт | 731, нарăс, 27 |
Çапăçусем/вăрçăсем | Хакасире кăркăссемпе |
Кюль-тегин (ур. тĕрк. 𐰚𐰇𐰠𐱅𐰃𐰏𐰤, Kül Tigin Khan İnançu Apa Tarkan, 闕特勒; 685 (684) — 27.2.731) — Иккӗмӗш Тухӑҫ тӗрӗк хаканлӑхӗн политика тата ҫар ӗҫченӗ, Бильге-хакан, Кутлуг ывӑлӗ.
Вӑтам ĕмĕрсенчи Азире тӗрӗк-сирсен гегемонине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ паттӑр ҫар ҫынни тата нумай вӑрҫӑ харҫисене хутшӑнакан ҫын пек чапа тухнӑскер. 710 ҫулта Тоньюкукпа тата Могилянпа пӗрле Хакасие тӗрӗк ҫарӗпе тапӑнса кӗнӗ, кыргызсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]716 ҫулта ҫарта пӑтӑрмах йӗркеленӗ те Кучук-хакана вӗлернĕ, унăн вырăнне хӑйӗн тӑванне Могиляна (Бильге-хакана) тӗрӗк астулĕ ҫине лартнӑ.
710 çулта Тоньюкукпа тата Могилянпа пĕрле тĕрĕк çарĕ Хакасие тапăнса кĕрет те кăркăссене аркатать.
Стела Кюль-тегина — VIII ӗмӗрти тӗрӗк рунӑ ҫырулӑхӗн палӑкӗ, 1889 Н. М. Ядринцев Кошо-Цайдам вӑрманӗнче, Кокшин-Орхон (Монголи) юханшывӗ хӗрринче тупнӑ. Ҫырусене 1893 ҫулта дансен ӑсчахӗ Вильгельм Томсен профессор дешифрациленĕ. Çак палӑк историе хаклă хыпарсем тата лингвистикăна пуян материал парать.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кюль-тегин вилнӗ хыҫҫӑн, ăна халалласа темĕн пысăкăш пытару-асăну комплексне туса лартнӑ, унти чи паллă пайĕнче — вĕлернĕ тăшмансене ӳкернӗ балбал речӗ.
Фотографисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Астанари наци музейĕнче упранакан копийĕ.
-
Кюль-тегина асăнса лартнă стела. Пĕр енне тата айăккисене авалхи тĕрĕк чĕлхипе çырнă.
-
Кюльтегина халалласа Казахстанра кăларнă банкнота.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мелиоранский П. М. Памятник в честь Кюль Тегина. СПб., 1899;
- Малов С. Е., Памятники древнетюркской письменности. Тексты и исследования, М.; Л., 1951.