Хакаси
Хакас Республики Хакас Республиказы | |||||
| |||||
![]() | |||||
Тĕп хули | Абакан | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
46 61 100 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
71 530 233 патнелле (2023) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Çĕпĕр федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Тухăç-Çĕпĕр экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | |||||
Патшалăх чĕлхисем | хакасла, вырăсла | ||||
Пуҫлӑх | Коновалов Валентин Олегович | ||||
Гимн | Хакас гимн | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0700 |
Хакаси е Хакас Республики (хак. Хакас Республиказы, выр. Республика Хакасия), — Раҫҫей Федерацийӗнче, Ҫӗпӗр федераци тӑрӑхӗнче, Хӗвелтухӑс-Ҫӗпӗр экономика районӗнче вырнаҫнӑ республика. Тӗп хули - Абакан.
Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Республика кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрте вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енче Красноярск Енпе, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫпа кӑнтӑр енче Тывапа, кӑнтӑрпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче Алтай Республикипе, хӗвеланӑҫпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче Кемӗр Облаҫӗпе чикӗленет. Ҫурҫӗртен кӑнтӑрта 460 км, тухӑҫран анӑҫра сарӑлса выртать. Тусем (Кузнецк Алатау сӑртлӑхӗн тата Абакан ту хырҫин хӗвелтухӑҫ тайлӑмӗсем) иккӗ-виҫҫӗн пайӗ пурте Хакасин территорийӗнче вырнаҫать тата республикӑн ҫутҫанталӑк чиккисем пулса тӑраҫҫӗ. Кызлясов пикӗ чи ҫӳллӗ вырӑн. Урӑх территори лаплӑ, ӑҫта Минусинск лупамӗ выртать. Чи пысӑк юханшын ку Енисей, ытти юханшывсем: Абакан, Томь, Шурӑ Июс, Хура Июс тата Чулым (Енисей тата хӗвелтухӑҫ тусем хушшинче), пурте вӗсем (Абакансӑр кӑна) Обь бассеинӗ пайӗ. Республикӑра ытла виҫӗ ҫӗр кӳлӗсем пур, темӗнле тӑвар тата тӑварсӑр. Климат континентлӗ. Кунта тимӗр, ылттӑн, кӗмӗл, кӑмрӑк, нефть тата ҫутҫанталӑк газӗ ҫӑлкуҫӗсем пур. Хакасире чи пысӑк Раҫҫейре молибдениум ҫӑлкуҫӗ пур. Кӑнтӑрта, хӗвеланӑҫра вӑрмансем ӳсеҫҫӗ.
Кунҫул[тӳрлет | кодне тӳрлет]
VI-мӗш ӗмӗрте хальхи Хакасин территорийӗнче Енисей Кӑркӑссен патшалӑхӗ пулнӑ. XIII-мӗш ӗмӗрте, кӑркӑссене монголсем ҫӗнтернӗ тата ытла кӑркӑс халӑхӗ Вӑта Азире миграциленӗ, ӑҫта вӗсем хальхи Кӑркӑсстанта пурӑнаҫҫӗ. Хакассем юлашки кӑркӑссен (Ҫӗпӗрте пурӑнакан) уйрӑлтанӑ. Раҫҫей патшалӑхӗнче хакассем Пётр I вӑхӑчӗнче (1682 - 1725) кайнӑ[1].
Ҫак пӗрлештерни, Буря килӗшӗвӗпе Раҫҫей тата Китай хушшинче, 1729 ҫулта пулнӑ. Европа Раҫҫейрен преступлени тӑвакансемшӗн Хакасире нумай ялсем тунӑ (1707 - 1718). Нумай вырӑнти хакассем, вӗсен куҫан традици пурнӑҫӗрен, вырӑс православире хӗрестленӗ. 1917 ҫулта, Раҫҫей революцийӗ хыҫҫан, вырӑссем Хакасире ҫур халӑх пулнӑ. Юпа, 20 1930 ҫулта кунта Совет влаҫӗ кайнӑ чухне, Хакас Автономи облаҫӗ (Красноярск Енче), йышӑннӑ. 1920 - 1930 ҫулсенче Хакасире яхӑн 250 пин вырӑссем кайнӑ. Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи пуҫланӑ чухне, кунта 10 пин атӑлҫи нимӗҫсем депортациленӗ. 1959 ҫулхи Халӑх йыш ҫырӑвӗпе Хакас облаҫӗнче пӗчӗкрех 10% хакассем пулнӑ.
1991 ҫулта Хакас АО Красноярск Енчен пайланӑ тата Раҫҫей Федерацийӗнче Хакас Совет Социализмлӑ Республики пекех кайнӑ. Нарӑс, 1992 ҫулта Хакас Республики ятне улӑштарнӑ.
Административлӑ пайлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хакас Республикинче 8 район (хак. аймағ) тата 5 хула тӑрӑхӗ пур. Тӗп хула - Абакан.
Хула тӑрӑхӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Районсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Алтай районӗ - Шурӑ Яр ялӗ
- Аскиз районӗ - Аскиз ялӗ
- Бея районӗ - Бея ялӗ
- Боград районӗ - Боград ялӗ
- Орджоникидзе районӗ - Копьёво паҫҫулки
- Таштып районӗ - Таштып ялӗ
- Усть-Абакан районӗ - Усть-Абакан х.е.п.
- Шира районӗ - Шира ялӗ
Пуҫлӑх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халӗ, Хакас Республикин пуҫлӑхӗ - Коновалов Валентин Олегович[2].
Пуҫлӑхсен ят-йышӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
№ | Республика Пуҫлӑхӗ | Ӗҫ вӑхӑчӗ | Ҫыравчӑксем |
---|---|---|---|
1 | Торосов Владислав Михайлович | Утӑ, 2 1991 — Нарӑс, 5 1992 | Хакас ССР Халӑх депутачӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗ пекех |
2 | Смирнов Евгений Александрович | Нарӑс, 6 1992 — Кӑрлач, 8 1997 | ХР министрсен кабинечӗ председателӗ пекех[3] |
3 | Лебедь Алексей Иванович | Кӑрлач, 9 1997 — Кӑрлач, 14 2009 | ХР правительствин председателӗ пекех |
4 | Зимин Виктор Михайлович | Кӑрлач, 15 2009 — Юпа, 3 2018 | ХР пуҫлӑхӗ пекех |
— | Развожаев Михаил Владимирович | Юпа, 3 — Чӳк, 15 2018 | ХР вӑхӑтлӑ пуҫлӑхӗ пекех |
5 | Коновалов Валентин Олегович | Чӳк, 15 2018 — хальхи вӑхӑтра | ХР пуҫлӑхӗ пекех — ХР правительствин председателӗ пекех[4]. |
Халӑх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халӑх йыш ҫырӑвӗсемпе: 2010 ҫулта кунта 532 403 ҫын пурӑннӑ, 2002 - 546 072 ҫын, 1989 - 568 605 ҫын.
Халӑхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2021 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫей ҫырӑвӗпе[5] вырӑссем 82.1% республика халӑхӗ пулнӑ, хакассем 12.7% кӑна. Ыттисем: нимӗҫсем (0.7%), тувинсем (0.5%), украинсем (0.4%), тата ытти пӗчӗк халӑхсем.
Халӑх йышӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халӑх ушкӑнӗ |
1926 ҫырӑвӗ | 1939 ҫырӑвӗ | 1959 ҫырӑвӗ | 1970 ҫырӑвӗ | 1979 ҫырӑвӗ | 1989 ҫырӑвӗ | 2002 ҫырӑвӗ | 2010 ҫырӑвӗ | 2021 ҫырӑвӗ1 | |||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Йыш | % | Йыш | % | Йыш | % | Йыш | % | Йыш | % | Йыш | % | Йыш | % | Йыш | % | Йыш | % | |
Хакассем | 44,219 | 49.8% | 45,799 | 16.8% | 48,512 | 11.8% | 54,750 | 12.3% | 57,281 | 11.5% | 62,859 | 11.1% | 65,421 | 12.0% | 63,643 | 12.1% | 55,144 | 12.7% |
Вырӑссем | 41,390 | 46.6% | 205,254 | 75.3% | 314,455 | 76.5% | 349,362 | 78.4% | 395,953 | 79.4% | 450,430 | 79.5% | 438,395 | 80.3% | 427,647 | 81.7% | 356,325 | 82.1% |
Нимӗҫсем | 46 | 0.1% | 333 | 0.1% | 10,512 | 2.6% | 10,547 | 2.4% | 11,130 | 2.2% | 11,250 | 2.0% | 9,161 | 1.7% | 5,976 | 1.1% | 2,831 | 0.7% |
Тувинсем | 21 | 0.0% | 97 | 0.0% | 188 | 0.0% | 271 | 0.1% | 521 | 0.1% | 494 | 0.1% | 936 | 0.2% | 2,051 | 0.5% | ||
Украинсем | 836 | 0.9% | 7,788 | 2.9% | 14,630 | 3.6% | 9,480 | 2.1% | 10,398 | 2.1% | 13,223 | 2.3% | 8,360 | 1.5% | 5,039 | 1.0% | 1,800 | 0.4% |
Ыттисем | 2,381 | 2.7% | 13,535 | 5.0% | 22,841 | 5.6% | 21,497 | 4.9% | 23,351 | 4.7% | 28,578 | 5.3% | 24,241 | 4.54 | 20,473 | 3.9% | 15,630 | 3.6% |
1 8,689 халӑхсӑр ҫыракансем.[6] |
Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хакасире тӗп индустри ку кӑмрӑк, руда тата йывӑҫ тупни.
Ҫавӑн пек пӑхӑр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асӑрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Surviving Post-Socialism: Local Strategies and Regional Responses in Eastern Europe and the Former Soviet Union
- ^ Коновалов вступит в должность главы Хакасии 15 ноября Архивленĕ 14 Чӳк уйӑхӗн 2018 çулта. ТАСС, 14 ноября 2018 года
- ^ World Statesmen.org.
- ^ Коновалов вступит в должность главы Хакасии 15 ноября Архивленĕ 14 Чӳк уйӑхӗн 2018 çулта. ТАСС, 14 ноября 2018 года
- ^ Национальный состав населения. Росстат. Тĕрĕсленĕ 30 Раштав уйӑхӗн 2022.
- ^ Перепись-2010: русских становится больше Архивленĕ 18 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.
Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Хакаси Викиампарта? |
---|
- Хакас Республикин саккунлӑхӗ
- Республика Хакасия в справочнике-каталоге «Вся Россия». çăлкуçран архивланă 2 Пуш уйӑхӗн 2008.
- Хакаси картти Архивленĕ 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.
- Хакаси Республикин официаллă сайчĕ
- Хакаси Республикин Мӑн Канашĕ Архивленĕ 3 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.
![]() |
Ку Раççейĕн администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |