Кӳлĕ
Кӳлĕ, — шыв тулнă лупашка, шыв пухăнса тăнă вырăн, шыв лаптăкĕ, шыв пуххи.
Кӳлесем çĕр путса тăракан вырăнсенче, юхан шывсен çумĕнчи улăхсенче, вăрман варринчи айлăм вырăнсенче сарăлса выртаççĕ. Нумай кӳлĕрен юхан шывсем уçăлса юхса тухаççĕ.
Чăваш Енре
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енĕн чи тарăн кӳлли — Эль кӳлли шутланать. Унăн тарăнăшĕ 10,5 метр, вăл Тăвай районĕнчи Эльпуç ялĕн çывăхĕнче вырнаçнă.
Тем тĕрлĕ ятлă кӳлĕ те пур. Вĕсене кӳлĕ паллине кура ят панă. Çăрттан, кăвакал, акăш, хура, тĕпсĕр, вăрман кулли т. ыт. те.
Кӳлкасси, Кӳлхири /кӳл хĕрри/, Кӳлçырма тата ыт.те ялĕсем те кӳлĕ çумĕнче вырăнаçнă я ялĕнче пӳлнă пирки ячĕ кӳлĕпе çыхăнма пултарть.
Авал
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кулĕсем çумĕнче кĕлĕсене ирттернĕ. Чи таса, чи асамлă кулле çутă кӳлĕ, çут кӳль тенĕ. Тĕнри Çут кӳль тĕпсĕр пулнă, темле типĕ çул пулсан та çав кӳлĕре шыв типсе чакман. Çут кӳль тĕнче тинĕсĕпе çыхăнса тăрать тенĕ.
Тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мĕнле пулса кайнипе темиçе тĕрлĕ пулаççĕ:
- Тектониллĕ
- Пăрлăхлисем
- Юханшыв çуммĕнчисем
- Тинĕс патĕнчисем
- Айлăмлисем (кастрăллисем, термокастрăллисем)
- Вулканлисем (сӳннĕ вулкансенчи кратерсенче пулса кайнисем)
- Пĕвеленсе пулнисем
- Хайлавлисем (пĕвесем, шыв усравĕсем)
Чи пысăк кӳлĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Обручев В. А. Основы геологии. — М.-Л.: Гос.изд.геологической литературы., 1947.
- Доманицкий А. П. и др. Реки и озера Советского Союза: (справочные данные) / А. П. Доманицкий, Р. Г. Дубровина, А. И. Исаева; под ред. А. А. Соколова; Главное управление гидрометеорологической службы при Совете Министров СССР, Государственный гидрологический институт. — Л.: Гидрометеоиздат, 1971. — 104 с.