Кӳлӗ чарлăкӗ
Курӑнакан калӑплав
Чарлăк (лат. Chroicocephalus ridibundus) - Чарлăк йышшисен курак пысăкăш вӗҫен кайăксен тӗсӗ. Çăмартисем (3) симĕсрех хăмăр тĕслĕ, хăмăр пăнчăллă. Йăвине конус йышлĕ çĕр путăкне тăвать. 25 кун таран пусса ларать. 4-5 кунтан чĕпписем йăваран тухма пуçлаççĕ. 20 кунран чĕпписем хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнаççĕ. Ку кайăксем колонипе пурăнма хăнăхнă.
Тĕп апачĕ - шăшисем, хурт-кăпшанкă, ăмансем. Кĕркунне ытларах пулă, шапа тата ытти хăш-пĕр чĕрчунсене çиеççĕ. Юханшывсем, кӳлĕсем тăрăхĕнче пурăнаççĕ.
Çуркунне ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ, юпа уйăхĕччен кайса пĕтеççĕ.
Чăвашра чарлăксен хисепĕ пысăк, вĕсем пур çĕрте те анлă сарăлнă.