Контент патне куҫ

Лавриненко Дмитрий Фёдорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лавриненко хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Дмитрий Фёдорович Лавриненко
Ҫуралнӑ вӑхӑт Юпа, 14, 1914(1)
Ҫуралнӑ вырӑн Бесстрашная станица, Лаба уйрăмĕ, Кубань облаçĕ, Раççей империйĕ[сн 1]
Вилнӗ вӑхӑт Раштав, 18, 1941
Вилнӗ вырӑн Горюны Волоколамск районĕ Мускав облаçĕ, РСФСР, СССР
Пӑхӑнулӑх
Ҫар ӑрачӗ Кавалери,
Танк çарĕсем
Хӗсмет ҫулӗсем 1934—1941
Хисеп Ошибка: неверное или отсутствующее изображение гварди аслă лейтенант РХХÇ
Чаҫ 1-мĕш гварди танк бригади 16-мĕш çар Анăç фрончĕ
Командӑланӑ взводпа, танк ушкăнĕпе, ротăпа
Ҫапӑҫусем/вӑрҫӑсем

Анăç Украина харçи,
Бессараби харçи
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕЛенин орденĕ
Ҫыхӑнусем М. Е. Катуков

Дмитрий Фёдорович Лаврине́нко (чӳк, 14, [1914]], Бесстрашная станица, Лаба уйрăмĕ, Кубань облаçĕ, Раççей империйĕ— Раштав, 18, 1941, Горюны Волоколамск районĕ, Мускав облаçĕ, РСФСР, СССР) — совет офицерĕ, танк асĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер. Совет Союзĕн Паттăрĕ (1990).

1934 çулта хăйĕн ирĕк кăмăлĕпе РХХÇ тăнă, кавалерие лекнĕ. 1938 çулăн çу уйăхĕнче Чĕмпĕрти танк училищинче вĕренсе тухнă. Анăç Украина харçине тата Бессараби харçине хутшăннă. ССРС анăç чиккинчен чакса пынă хыççăн 1941 çулхи çурла уйăхĕнче М. Е. Катуков полковникăн 4-мĕш (чӳкĕн 11-мĕшĕнченпе — 1-мĕш гварди) танк бригади йышĕнче. Иккĕ уйăх çурă хушăра 28 тытăçура кĕрешсе тăшманăн 52 танка пĕтернĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче[1] Хĕрлĕ Çарăн чи маттур танкисчĕ шутланать. Раштавăн 18-мĕшĕнче Волоколамск патĕнче çапăçу хыççăн мина ванчăкĕ çапнипе Д. Ф. Лавриненко паттăрăн вилет.

Вăрçă вĕçленсен бронетанк çарĕсен маршалĕ М. Е. Катуков, çар генералĕ Д. Д. Лелюшенко, çавăн пекех кубань çыравçисемпе тăван ен тĕпчевçисем Лавриненкона чысласшăн тăрăшнă, 1990 çулхи çăвăн 5-мĕшĕнче ăна Совет Союзĕн Паттăрĕ хисепĕпе тивĕçтернĕ (вилĕмĕ хыççăн).

Энциклопедисемпе хыпар кĕнекисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕпчев ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Биографи повеçĕсемпе очерксем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Придиус П. Е. Вся гордость мира // Придиус П. Е. Родное. — Краснодар: Книжное издательство, 1986. — 7000 экз.
  • Филиппов С. К. Не померкнет никогда. — Краснодар: Периодика Кубани, 2004. — 5000 экз. — ISBN 5-331-00037-1
  • Не померкнет никогда : (О командире взвода 1-й гвард. танковой бригады Д. Ф. Лавриненко] / С. Филиппов; Рядом с передним краем : (О зенитчиках 31-й армии] / Г. Симкин. — М.: Молодая гвардия, 1987. — (Летопись Великой Отечественной). — 50 000 экз.

Урăх публикацисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ↑ Халĕ Отрадна районĕ Краснодар Ен, Раççей.