Коновалов Семён Васильевич
Коновалов Семён Васильевич | ||||||||||||||||
Ӳкерчĕк:С.В. Коновалов.jpg | ||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1920 -мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ | |||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Раççей, Сĕве кантонĕ халь Тутарстанăн Тури Услон районĕ Ямпулат ялĕ | |||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1989–мĕш çулхи акан 4-мĕшĕ | |||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Раççей Хусан | |||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||||||||||||
Çар ăрачĕ | ||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1939- 1946, 1950-1956 | |||||||||||||||
Хисеп | ||||||||||||||||
Чаç | Кăнтăр-Анăç фронтăн 9-мĕш çарăн 15-мĕш танк бригади | |||||||||||||||
Командăланă | взвод | |||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
| |||||||||||||||
Çыхăнусем | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи, Воронеж-Ворошиловград оперцийĕ |
Коновалов Семён Васильевич (15.02.1920-04.04.1989, Хусан), танкист-ас, подполковник, Совет Союзĕн Паттăрĕ[1]. Вăл Тутарстанăн Тури Услон районĕнчи Ямпулат ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хĕсмете лекнĕ. Куйбышеври çар пехота училищинче 1939-мĕш çулта вĕренсе тухнă.
Воронеж-Ворошиловград оперцийĕ тапхăрĕнче Ростов облаçĕн Тарасово районĕчи Нижнемитякин хуторĕ патĕнче 1942-мĕш çулхи çĕртмен 13-мĕшенче пĕр çапăçура тăшманăн 16 танкне, 2 броневикне тата 8 машинине персе аркатнă.
Коновалов танкне пысăк калибрлă тупăран тӳррĕн персе аркатаççĕ: экипажран виçĕ çын пуçне хурать. Танка юсама килнĕ рота командирĕн çумĕпе Серебряков техник-лейтенантпа тата Дементьев тупă кĕпçине тĕллекенĕпе пĕрле Коновалов танкран пĕр пулемётне илсе фронт нггнлле кайма шутлать. Тăваттăмĕш кун пытанса асăрханса утнă хыççăн вĕсем канма чарăннă тăшманăн танкне кураççĕ. Танк экипажне пĕтерсе машинăна ярса илеççĕ те хамăр чаçсем патне çитеççĕ, вĕсене хамăррăннисем «тыткăна илеççĕ»
Лару-тарăва тĕпчесе уçсан, паттăр танкистсене пĕрле çапăçма шанаççĕ, Семён Коновалов нимĕç танкĕпе пĕр уйăх хушă батальона атакăра пулăшать.
15-мĕш танк бригадин разведка танкĕн экипажĕ тепĕр кун çапăçу вырăнне çитсе çунса кайнă пирĕн КВ-1, икĕ теçеткене яхăн тăшман машиине курать. Коновалов лейтенант экипажĕпех паттăрăн вилнĕ тесе шутлаççĕ, вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне илме тăратаççĕ. Амăшне Семён Васильевич вилнĕ тесе пĕлтереççĕ [2]. Анчах тăванĕсем военкомата Коновалов сывă юлнине, тата урăх чаçра пулнине пĕлтереççĕ[3].
Çапăçусенче маттур çапăçнăшăн ăна 1943-мĕш çулхи пушăн 31-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ [4]
1946-мĕш çулта çар хĕсметĕнчен таврăнать. 1950-мĕш çулта ăна каллех çара чĕнсе илеççĕ. 1952-мĕш çулта Ленинградри аслă офицерсен бронетанк шкулĕнче пĕлӳ илет.
Çартан таврăнсан чĕрек ĕмер хушши Хусанти радиотехника савутĕнче механик вырăнĕнче ĕçлет.
1989–мĕш çулхи акан 4-мĕшĕ вилнĕ хыççăн Хусанти Арча масарĕнче пытараççĕ.
2005-мĕш çулта Хусанти урама Коновалов ятне параççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382
- Танковые асы. Кто они?(ĕçлемен каçă) А. Докучаев. Техника и оружие № 3-4 за 1995 год.
- Командиры, преподаватели и выпускники училища — Герои Советского Союза на сайте СВКИУ.
- Трокаев А.А. Подвиг на шахтёрской земле. Донецк, 1983;
- Ханин Л. Герои Советского Союза — сыны Татарии. К., 1963
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Коновалов Семён Васильевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Наградить посмертно с вручением... 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш энциклопедийĕ
- АИФ. Крепость по имени «КВ»
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 31 марта 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 9 апреля (№ 14 (220)). — С. 1
- ^ Память народа
- ^ Память народа
- ^ Сайт Память народа
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Хусанта вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медальпе чысланисем
- «Ĕç ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин танкисчĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- 1920 çулта çуралнисем
- 1989 çулта вилнисем