Лаптев Павел Васильевич
Курӑнакан калӑплав
| Павел Васильевич Лаптев | |||||||
| | |||||||
| Çуралнă вăхăт | 1911 çул, чӳкĕн 27-мĕшĕ | ||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Çуралнă вырăн |
Раççей империйĕ Чĕмпĕр кĕперни Пухтел ялĕ халь Чăнлă районĕ Чĕмпĕр облаçĕн, РСФСР | ||||||
| Вилнĕ вăхăт | 1954 çул, авăнăн 3-мĕшĕ | ||||||
| Вилнĕ вырăн | Чĕмпĕр хули, РСФСР, СССР | ||||||
| Пăхăнулăх |
| ||||||
| Çар ăрачĕ | артиллери | ||||||
| Хĕсмет çулĕсем | 1939-1946 | ||||||
| Хисеп |
| ||||||
| Чаç |
971-мĕш артиллери полкĕ 110-мĕш стрелок дивизийĕ 33-мĕш çар Анăç фрончĕ | ||||||
| Командăланă | батарея | ||||||
| Çапăçусем/вăрçăсем | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи | ||||||
| Чыславсем тата парнесем |
| ||||||
Павел Васильевич Лаптев — Совет Союзĕн Паттăрĕ, лейтенант, батарея командирĕ. Вăл 1911 çулта Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕчи Пухтел ялĕнче çуралнă.
- 1936-мĕш çулта Чĕмпĕр хулинче совпартшкола пĕтерет.
- 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хесмете чĕнеççĕ.
- 1939-мĕш çулта Харьковри артиллери училищин хăвăртлатнă курсĕсенче вĕренет.
Вăрçăра 1941-мĕш çулхи утă уйĕхĕнчен.
- 971-мĕш артиллери полкĕн батарея командирĕ Лаптев лейтенант 24.2.1942 Калуга облаçĕ Юхнов районĕнчи Ивищи ялĕ патĕнче тăшманăн темиçе вут точкине пĕтернĕ. Атака пуçланиччен 3 салтакпа тăшманăн дочĕ патне вăрттăн çитсе ăна аркатнă. Аманнă пулсан та çапăçуран тухман.
- 1944-мĕш çулта командирсен пахалăхне ӳстерекен курсне вĕçленĕ. - 1946-мĕш çултан запасра. Чĕмпĕр хулинче ĕçленĕ.
1954-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăхăтсăр вилнĕ. Чĕмпĕр хулинче пытарнă.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 550[1];
- Ленин орденĕ;
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ;
- 3-мĕш шайри Суворов орденĕ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
- Пухтелте ăна асăнса урам ятне панă, ял варринче палăк лартнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 21 июля 1942 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1942. — 23 июля (№ 28 (187)). — С. 1.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ермолаев А., Калашников Н. Шагнувшие в бессмертие, Ульяновск, “Симбирская книга”, с. 78.
- Ульяновцы в боях за Родину. Саратов, 1964.
- Илле Тукташ. «Павел Лаптев»
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Лаптев Павел Васильевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Энциклопедия Ульяновской области(ĕçлемен каçă)
- Чăваш энциклопедийĕ
| Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Категорисем:
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Чăнлă районĕнче çуралнисем
- Чĕмпĕрте вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- III степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Çынсем, алфавитпа
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- 1911 çулта çуралнисем
- Чӳкĕн 27-мĕшĕнче çуралнисем
- 1954 çулта вилнисем
- Авăнăн 3-мĕшĕнче вилнисем

