Левуков Владимир Леонтьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Владимир Левуков
Çуралнă чухнехи ят: Левуков Владимир Леонтьевич
Çуралнă вăхăт: 1950 çулхи кăрлач, 1
Çуралнă вырăн: Кивĕ Тимушкел ялĕ, Аксу районĕ, Тутар АССР
Пăхăнулăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, сăвăçи
Жанр: повеç, калав, поэма
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Disambig gray.svg Левуков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Левуков Владимир Леонтьевич (1950 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ, Тутар АССР, Аксу районĕ, Кивĕ Тимушкел ялĕ —) — чăваш прозăçи, сăвăçи.

Чăваш Енри профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, РФ ÇП пайташĕ (2009).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алапукари патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренсе тухнă. 7 çул хушши тăван енре шкулта вĕрентӳçĕ вырăнĕнче, вĕренӳ пайĕн ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ. 1979 çултанпа Тольятти хулинче пурăнать, çăмăл машина туса кăларакан автосавутра 31 çул хушши вăй хурать.

Халĕ хисеплĕ канура. Çырма ачаранах пуçланă. Çамрăк чухнехи сăввисем "Ял пурнăçĕ" (Тутарстанри Аксу районĕн хаçачĕ) пичетленнĕ. Студент вăхăтрисем - Алапукари "Камская новь" хаçатра кун çути курнă. Юлашки 10-15 çул хушшинче питĕ тухăçлă ĕçлет. Унăн чăвашла çырнă хайлавĕсем тăтăшах тĕрлĕ хаçат-журналсенче, альманахсенче пичетленсе тухаççĕ. Ултă кĕнеке кăларма вăй-хăват çитернĕ. 2009 çулта ăна Шупашкарти професилле чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ сĕннипе Раççей çыравçисен пĕрлешĕвне йышăнаççĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хаçатсемпе журналсенче пичетленет. 2004 çулта унăн нумай калавĕсемпе повеçĕсем «Авăра кĕрсе юлнă шыв» кĕнекере пичетленсе тухнă.

Автор хăйĕн пĕрремĕш кĕнекинче паянхи пурнăçри çивĕч ыйтусене хускатать, вăл хайлаври сăнарсен шăпине çурмаран пайлать. Автор чĕлхи вырăнти калаçу хăйевĕрлĕхĕпе пуян, сăнарсен характерĕсем çĕнĕ, чăн пурнăçран илнисем.

2005 çулта "Кун илемĕ" ятлă сăвă пуххисемпе поэма кĕртнĕ кĕнеки кун çути курать. Ăшă кăмăллă сăввисем чуна тыткăнлаççĕ. Чунĕ епле уçă та таса, çавăн пекех сăвă йĕркисем те илĕртÿллĕн, виçеллĕн вуланаççĕ. Сăвă темисем те тĕрлĕ енлĕ: пурнăç çинчен шухăшлаттараканнисем, çут çанталăк илемне сăнарланисем, мăшăрне тата амăшне халалланă сăвăсем...Тăван ен çинчен çырнă "Сĕнче кĕтесĕ" поэминчи сăвă ярăмĕсем пĕр такăнмасăр вуланаççĕ, автор мĕн калас тенине уçса параççĕ.

"Пĕрре курса, ĕмĕр юратса" ятлă виççĕмĕш кĕнекинче (2007 ç.) икĕ повеçпе тĕрлĕ калавсем, тишкерÿсем тата автор çинчен çырнă хайлавсем вырнаçнă.

"Пурнăç юррисем" (2016 ç.) кĕнекере - амăшĕн 92 çулхи Левукова Ульяна Сергеевнан сăввисене пухса пичете тăратнă, тăван енре юрлакан халăх юррисене, Уяв юррисене кĕртнĕ.

Автор в своей книге "ЛЮДИ УДАРНОГО ТРУДА" раскрывает жизнь трудящихся во второй половине ХХ века на примере истории Шигонской бумажной фабрики

Книга "С любовью к жизни" о детдомовской девочке, во взрослой жизни прекрасной, душевной женщине, воспитавшей двух детей,шагающей всю свою жизнь, как по острию бритвы, но всегда с любовью к жизни...

Кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • "Авăра кĕрсе юлнă шыв", Калавсемпе повеçсем. Чăваш çыравçисен "Калем" издательстви, Шупашкар,2003 ç., 196 стр.
  • "Кун илемĕ". Сăвăсемпе поэма. Чăваш çыравçисен "Калем" издательстви, Шупашкар, 2004 ç., 104 стр.
  • "Пĕрре курса, ĕмĕр юратса", повеçсем, калавсем, тишкерӳсем. Шупашкар, издательство "Çĕнĕ вăхăт", 2007 ç., 224 стр.
  • "Пурнăç юррисем". Соавтор Левукова У. С. Сăвăсем, юрăсем. "Форум" типографи, Тольятти, 2016 ç., 64 стр..
  • "ЛЮДИ УДАРНОГО ТРУДА" (История Шигонской бумажной фабрики). Типография "Тандем", Самара 2017 г., 160 стр
  • "С ЛЮБОВЬЮ К ЖИЗНИ". Повесть. Типография ООО "ПК Тандем", Самара 2018 г. 80 стр

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Левуков Владимир Леонтьевич. Тутарстанри чăваш çыравçисен журналĕ "Шурăмпуç" № 3, Хусан, 2001 ç., стр. 39
  • Левуков Владимир Леонтьевич.Петр Ялгир. "ЛИТЕРАТУРНЫЙ МИР ЧУВАШИИ" - справочное издание, Чувашское книжное издательство, Чебоксары, 2005 г., стр. 57
  • Левуков Владимир Леонтьевич. Книга-альбом "ЧУВАШИ ТАТАРСТАНА"// ТУТАРСТАН ЧĂВАШĔСЕМ// Чебоксары, 2006 г., стр. 508-509
  • Левуков Владимир Леонтьевич. Литературно-публицистический альманах, творческое объединение "МИР", выпуск № 3, Самара, изд-тво "Офорт" 2011 г., стр. 167-168
  • Левуков Владимир Леонтьевич. Литературно-публицистический альманах "МИР НАРОДОВ ПОВОЛЖЬЯ", выпуск № 4, Самара, издательство "Офорт" 2013 г., стр. 84-85
  • Левуков Владимир Леонтьевич. Тутарстанри чăваш çыравçисен журналĕ "Шурăмпуç" № 6, Хусан, 2014 ç., стр. 74-79
  • Левуков Владимир Леонтьевич. Николай Сорокин, Евгений Турхан. Библиографический СПРАВОЧНИК . ЧУВАШСКИЕ ПИСАТЕЛИ ТАТАРСТАНА. Чебоксары, типография "Новое время" 2015 г., стр 92-93
  • Левуков Владимир Леонтьевич. Литературно-публицистический альманах, творческое объединение "МИР", выпуск 6, Самара, издательство "Офорт" 2016 г., стр. 43-44
  • Левуков Владимир Леонтьевич. Тутарстанри чăваш çыравçисен журналĕ "Шурăмпуç" № 7, Хусан, 2019 ç., стр. 58-66
  • Левуков Владимир Леонтьевич. Литературно-публицистический альманах, творческое объединение "МИР", выпуск 7, Самара, издательство "Офорт" 2019 г., стр. 61

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]