Контент патне куҫ

Лек (Гронинген)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Лек пăхăр.
Лек
Ялав[d]Герб[d]
Ӳкерчӗк
Архивсен вырнаҫӑвӗ Gemeentearchief Leek[d]
Ят никӗсӗ Lek[d]
Этнохороним Leker и Leekster
Патшалӑх
Административлӑ-территориллӗ пай Гронинген[1]
Вӑхӑт тӑрӑхӗ UTC+1:00[d]
Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ Q2440648?
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗ mayor of Leek[d]
Халӑх йышӗ
  • 19 669 чел. (2018 кăрлач 1)[2]
Ял-хулисем Q1907703?, Djipswâl[d], Q2057557?, Veldstreek[d], Zandwijk[d], Oostwold[d], De Holm[d], Q2465250?, Breemen[d], Зевенхёйзен[d], Boerenstreek[d], Dwarshaspel[d], Kokswijk[d], Enumatil[d], Pasop[d], Midwolde[d], Tolbert[d], Lettelbert[d], Leek[d], Q14754343?, De Poffert[d], 't Kret[d], De Haspel[d] и Q13433905?
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 2 метр
Чикӗленсе тӑрать Зёйдхорн[d], Опстерланд[d] и Марюм[d]
Лаптӑк
  • 64,28 тăваткал километр
Почта индексӗ 9350–9359, 9810–9819 и 9827–9829
Официаллӑ сайт leek.nl
Карта местонахождения
Палӑксен списокӗ Rijksmonumenten in Leek, Groningen[d], Gemeentelijke monumenten in Westerkwartier[d] и Q5169349?
Килсен шучӗ 8168[3]
Вырӑнти телефон кочӗ 0594
Лек на карте
Лек
Лек
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Лек (гол. Leek ) — ӗлӗк община пулнӑскер тата Нидерландӑн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Гронинген провинцинчи ял. Лекра 2006 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ тӗлне 18 985 ҫын пурӑннӑ. 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Лек, Гротегаст, Марюм тата Зёйдхорн общинисене пӗрлештерсе Вестерквартир ҫӗнӗ община йӗркеленӗ.

Общинӑна ҫак ял-хула кӗнӗ: Энуматил, Лек, Толберте, Мидволде, Леттелберт, Остволд тата Зевенхёйзен. Лек ялӗ Гронингенран 15 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Лек ҫар крепоҫӗ таврашӗнче йӗркеленнӗ, ӑна Испанипе пынӑ Сакӑрвунӑ ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче туса лартнӑ. «Leek» ят ҫывӑхра юхакан пӗчӗк юханшыв ятӗнчен пулса кайнӑ — «Leke», вӑл Лекстермер кӳлле юхса кӗрет.

Община урлӑ автомобиль А7 (Е22 Амстердам-Гронинген-Германи) магистраль иртет.

Паллӑ вырӑнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялти тӗп паллӑ вырӑн — Ниенорд поместье. Ӑна 1508 ҫулта никӗсленӗ, 1887 ҫулхи пушар хыҫҫӑн тӗп ҫурта ҫӗнӗрен хӑпартнӑ, садсемпе грота юсаса ҫӗнетнӗ.

Ниенорд 1850 ҫулта, юсаса ҫӗнетиччен

1850 ҫулта Каретӑсен наци музейӗ ҫурт-йӗрпе сада тара илнӗ, хальхи вӑхӑтчен те вӑл унта вырнаҫнӑ. Кунта XVIII—XX ӗмӗрсенче усӑ курнӑ каретӑсемпе лавсен тӗрлӗ тӗсӗсене курма пулать. Коллекцине кӗрекен 250 экспонатпа хӑй вӑхӑтӗнче фермерсем, тӗрлӗ ӗҫпе аппаланакансем, аристократсем тата чаплӑ ҫынсем усӑ курнӑ.

Поместьере ҫавӑн пекех кану паркӗ (е тепӗр май ӑна Ниенордсем ҫемье паркӗ теҫҫӗ) пур, кунта тӗрлӗ вӑхӑтри чукун ҫулсен моделӗсемпе, ҫав шутра пӑравуссемпе усӑ курнӑ тапхӑртисемпе те паллашма пулать.

Толбертпа Мидволдра XII ӗмӗрте туса лартнӑ чиркӳсем пур. Вӗсене роман-готика стилӗпе тунӑ. Мидволде чиркӗвӗнче Rombout Verhulst ӑсталанӑ виле ҫине вырнаҫтармалли палӑк пур.

Мидволд чиркӗвӗ
Толберт чиркӗвӗ

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Лек (Гронинген) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.

Шаблон:Гронинген провинцинчи общинăсем