Контент патне куҫ

Çаваç Ваççа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çаваç Ваççа
Çуралнă вăхăт: 1906
Çуралнă вырăн: Кивĕ Тутайкасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1976
Вилнĕ вырăн: Пучинке ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: Поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Çаваç Ваççа (чăн ячĕ Леонтьев Василий Леонтьевич), (1906 çул, Кивĕ Тутайкасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ) — 1976 çул, Пучинке ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чăваш сăвăçĕ.

1906 çулта Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнче çуралнă.

Тăлăха юлса ача çуртĕнче ӳçнĕ. Шупашкар рабфакĕнче, Чĕмпĕр педагогика техникумĕнче, Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумĕнче, Çĕрпӳпе Патăрьел педагогика училищисенче, Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1976 çулта Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн ĕçĕсем хаçатсемпе журналсенче, тата пĕрлешӳллĕ сборниксенче пичетленнĕ: «Вун иккĕре», «Комсомолия», «Çĕр чĕнет», тата ыттисенче.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]