Лепонт чĕлхи
Лепонти чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | Цизальпи Галлĕ |
Çухалнă: | паллă мар; тен, пирĕн эрăччен 400 çул тĕлнелле |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи | |
Çырулăх: | Лугано алфавичĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | çук |
ISO 639-2: | çук |
ISO 639-3: | xlp |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Лепонти чĕлхи — Цизальпи Галлĕнче, пирĕн эрăччен 700 — 400 çулсенче саралнă çухалнă кельт чĕлхи. Лепонт чĕлхи кельт ушкăнĕнче епле вырăн йышăннă пирки ăсчахсем пĕр шухăш тупман: Й. Ф. Эшка ăна галл чĕлхин диалекчĕ вырăнне хурать[1], çав чухнех Патриция де Бернардо-Штемпель тĕпченипе, йăлапа лепонт шутне кĕртнĕ чи малтанхи палăксене протокельт диалекчĕсенчен пĕри теме юрать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лепонт чĕлхипе (Итал алфавичĕсен йышĕнчи этрусссенчен пулса тухнă Лугано алфавичĕн паллисем) хайланă çырусене тупнă. Çак çырусен саралăвĕ — хальхи Лугано таврашĕ (Лаго-ди-Комо тата Лаго-Маджоре кӳлĕсен таврашăвĕсене кĕртсе).
Лепонтсене малтан галлсем По юханшыв айлăмне куçса килсен хăйсем ăшне путарнă, кайран — римсем, пирĕн эрăччен II ĕсĕр вĕçĕнче —пирĕн эрăччен I ĕмĕр пуçламăшĕнче Римăн влаçĕ Цизальпи Галлине ярса илсен.
Малтан çак çырнисем кельт чĕлхисем йышне кĕни пирки тавлашнă; чылайăшне (сăмахран, чи авалхисем пĕтĕмпех) кельт чĕлхипе мар, темле инди-европа чĕлхипе, лигури чĕлхипе çырнă тенĕ. Çак кельт мар чĕлхене лепонт чĕлхи вырăнне хурса, кельт çырнисене цизальпă галл шутне кĕртес тенĕ. М. Лежён[2] ĕçĕсем тухсан тин лепонт чĕлхине уйрăм кельт чĕлхи шайне кĕрет. Юлашки çулсенче появилось уже указанное выше мнение, что лепонт чĕлхи галлсен диалекчĕ (кунта, тĕрĕссипе, «галл чĕлхи» ăнлав питĕ анлăскер пулать, унăн йышне, по всей видимости, тĕрлĕ вăхăтра тупăннă нумай диалект кĕрет).
«Лепонти чĕлхи» лепонти, авалхи Реци территорин пайĕнче пурăннă йăх ятĕнчен пулса тухать, Италипе Швейцари чиккинчи, Цизальпă Галлин чиккинче вырнаçнă облаç. Анчах та чылай кельт тĕпчевçисем çак ятпа авалхи Италин кельт диалекчĕсене асăннă чухне усă кураççĕ. Çакăн пек шухăшпа хăшпĕр ăсчахсем килĕшмеççĕ, вĕсем лепонтисене çак вырăнти авалтанах пурăннă йăх теççĕ, Альп лешьенчен куçса килнĕ «галл» йăхĕсен шутне кĕртесшĕн мар.
Авалхи лепонти çырăвĕсем çулĕпе пирĕн эрăчченхи V ĕмĕрĕпе тан: Кастелетто-Тичино çырăвне пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте, Сесто-Календе çырăвне — пирĕн эрăччен VII ĕмĕрте хăванă, пулас. Паянкунхи тĕпчев ĕçĕсем хăш чухне çак çырусене кельт тĕнчин Голасекка этеплĕхĕн çыннисем тунă теççĕ. Лепонти чĕлхи çухалнă вăхăтне кайранхи палăксем çуккипе палăртаççĕ.
Лингвистика уйрăмлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лепонт чĕлхи чылай енĕпе кельт чĕлхисен çав тери авал тапхăрĕ шутланать, чĕлхере (фрикативлă евĕр) уçă сасăсем хушшинчи инди-европа *p пур (ытти кельт чĕлхисенче вăл çухалнă), деноминатив *-tu (karnitus) глаголĕсен перфектăн авал хормине палăртнă . Тепĕр енчен, лепонт чĕлхине çĕнĕлĕхсем те кĕнĕ: чи палли — *kw сасă p куçни (галл тата бритт чĕлхисенчи пекех): latumarui sapsutaipe 'Латумару и Сапсуте' (танл. лат. -que 'и', кельтибери -Cue).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кельт чĕлхисем |
|
---|---|
Испан-кельт | |
Галл | |
Бритт | |
Гойдел | |
Хутăш чĕлхесем | |
Классификаци тата генезис | |
Асăрхавсем: ? чĕлхен классификацийĕ тавлашуллă · † çухалнă чĕлхе. |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |