Бретон чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бретонь чĕлхи
Тăван ячĕ: Brezhoneg
Патшалăхсем: Франци
Регионсем: Бретань
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Кельт турачĕ
Бритт ушкăнĕ
Çырулăх: латиница
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1: br
ISO 639-2: bre
ISO 639-3: bre
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Бретонь чĕлхи (брет. brezhoneg) инди-европа чĕлхе çемьин кельт ушкăнне кĕрет, çав тери валли, корн (уйрăмах юлашкине) çывăх тата галл чĕлхипе тăван чĕлхе. Францин çурçĕр-анăçĕнчи Бретаньре, ытларах Финистер (Penn ar Bed) департамĕнче тата Кот-д’Армор (Aodoù-an-Arvor) тата Морбиан (Mor-bihan) департаментсен анăçĕнче саралнă.

Диалектсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бретонь чĕлхинче тăватă тĕп диалект:

  • Корнуай (Kerneveg, францилле cornouaillais), диалекчĕпе чĕлхепе калаçакансен 41 % пуплет, Кемпер хула районĕнче саралнă.
  • Леон (Leoneg, францилле léonais) — Финистерăн çурçĕрĕнчи Бро-Леон (Bro Leon, Pays de Léon) районĕн диалекчĕ. Хальхи литература бретонь чĕлхине чи çывăххи.
  • Трегьер (Tregerieg, францилле trégorrois) — Трегьер (Landreger, Tréguier) хулипе таврашĕнчи диалект.
  • Ванн (gwenedeg, францилле vannetais) — Ванн хула районĕн диалекчĕ. Ванн диалекчĕпе чĕлхен 16 % халăхĕ пуплет. Вăл ытти виçĕ KLT ячĕпе пĕрлештернĕ диалект ушканнекĕрекеннисенчен уйрăм тăрать.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бретонсем хальхи Франци территорине V ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Британин кăнтăр çĕрĕнчен куçса килнĕ, унтан вĕсене анкăлсакссем пĕрмай тапăннине чăтаймасă тарнă. IX ĕмĕртех бретонсем пĕтĕм çурутрава, кăнтăрта Луарăн вăрринчен пуçласа çурçĕрти Мон-Сен-Мишель районне çити йышăннă. Малашнехи ĕмĕрсенче бретонь чĕлхин чикки анăçалла куçать. Бретонь чĕлхи пирки тĕплĕ хыпарсене вăтам бретонь тапхăрĕнчен (XI ĕмĕртенпе, XIV ĕмĕртенпе палăксем — çак вăхăтчен глоссемпе пайăр ятсем çеç юлнă) сыхланса юлнă. Хăйĕн пĕтĕм кун-çулĕнче бретонь чĕлхине франци чĕлхи хĕстернĕ. Вăтам емĕрсенче бретонь литератури пуян шутланнă, унăн йăли XVII ĕмĕрте кăна пăчланать. Бретань хăйĕн официаллă автономи статусне çухатсан, бретонь чĕлхи ял тăрăхĕсенче çеç упранса юлать, хуласенче франци чĕлхи XVIII ĕмĕрте çӳле хăпарса каять. Бретонь чĕлхинчи ӳкĕт ĕç-хелне тахçанах пуçланă пулнă, çавăнпа та чиркӳ кĕллисене чылай хушă тăван чĕлхепе ирттернĕ. Бретаньри пĕтĕм пĕлӳлĕхе XIX ĕмĕрте кăна ĕçе кĕртнĕ, анчах та ăна францилле тусапынă, бретонь чĕлхине вара пĕтĕмпех чарса хунă (шкулсене «Сурчăк сурма тата бретоньле калаçма юрамасть» тесе çырни пулнă). Çав чухнех бретонь чĕлхипе фольклорпа кăсăкланасси ӳссе пырать, çак ĕçе пуçараканĕ хальхи бретонь литература чĕлхине тăваканĕ Жан-Франсуа Ле Гонидек пулнă.

Хальхи тапхăрта бретонь чĕлхи çухалма патнеллех çитнĕ: калаçакансем — ватă çынсем, челхене çамрăк ăру йышăнмасть. Çав чухнех бретоньле литература, радио- тата телекалаçу тухать, бретонь чĕлхине вĕрентекен «Диван» (diwan) шкулĕсем ĕçлеççĕ. Çак шкулсем харпăр статуслă, мĕншĕн тесен 1994 çултанпа Тубон саккунĕпе (франци чĕлхине тулаш сĕмĕнчен хӳтĕлес тĕллевпе йышăннă) патшалăх франк-чĕлхиллĕ шкулсене çеç укçапа тивĕçтерет.

Бретонь челхине чĕрĕлтерес енĕпе вăй хуракан энтузиастсем умĕнчи йывăрлăхсем — орфографин виççĕрен сахал мар варианчĕ: KLTG, е «пĕрлештернĕ» орфографи (peurunvan, е Zedachegzh диаграфли, вăл KLT диалекчĕсенче z тата ванн диалекчĕнче h палăртать); «университет» (skolveurieg), KLT тата ванн диалекчĕсен икĕ варианчĕ; тата этимологи принципĕпе тунă Ле Гонидек орфографине çывăх «диалектхушшинчи» (etrerannyezhel).

Лингвистика пахалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фонетика тата фонологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бретонь чĕлхинче çак хупă сасăсем:

  Тута-шăл Тута-шăл Альвеоль Постальвеоль Палаталь Веляр Лабиовеляр Глотталь
Смычные p  b   t  d   c  ɟ k  ɡ    
Носовые m   n   ɲ ŋ    
Чĕтренекеннисем     r          
Фрикативные   f  v s  z ʃ  ʒ   x   h  (ɦ)
Аппроксимантсем         j  ɥ   w  
Латераль     l   ʎ      

Консонантизмпа бретонь чĕлхи диалектсемпе чылай улшăнса тăрать. Çапла,ванн диалекчĕсенче [ɦ] сегмент, [r] нумай диалектсенче [ʀ] е [ʁ] пулса тухать. Ванн диалекчĕсенче уçăмсăр увуляр [χ] пур[1]. [l̥] евĕр уçăмсăр сонантсем хупă сасăсене кĕрекен диалектсем пур [2]. Çурçĕр хăш диалекчĕсенче ахаль [v] спиранчĕнчен вăрăммăшĕпе уйрăлса тăракан ятарлă [vh] спирант пур.

Орфографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çырулăхне латин алфавичĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ, ытларах францилле тата сасăсен пайĕ франци чĕлхинчи пекех палăртусем :

A B CH C’H D E F G H I J K L M N O P R S T U V W Y Z
a b ch c’h d e f g h i j k l m n o p r s t u v w y z

c’h диграф [x], а ch[ʃ] палăртать.


Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Desbordes, Yann Petite grammaire du breton moderne. Lesneven: Mouladurioù Hor Yezh, 1990
  • Falc’hun, François Le système consonantique du breton avec une étude comparative de phonétique expérimentale. Rennes: Plihon, 1951
  • Jackson, Kenneth H. A Historical Phonology of Breton. Dublin: DIAS, 1967
  • Kervella, Frañsez Yezhadur bras ar brezhoneg. Brest: Al Liamm, 1947.
  • Press, Ian A grammar of modern Breton. Berlin: Mouton de Gruyter, 1986

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Wikipedia
Wikipedia
Википедин [[:{{{code}}}:|br уйрăмĕ]].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Cheveau, L. Les mutations consonantiques en breton vannetais litteraire et en breton lorientais // Journal of Celtic Linguistics, vol. 10 (2006), pp. 1—15
  2. ^ Humphreys, Humphrey Lloyd Les sonantes fortes dans le parler haut-cornouaillais de Bothoa (Saint-Nicolas du Pelem) // Etudes Celtiques, vol. XIII, № 1, 1972, pp. 259—279.



Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.