Галл чĕлхи
| Галл чĕлхи | |
|---|---|
| Патшалăхсем: | Галли |
| Çухалнă: | VI ĕмĕр |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Инди-европа çемьи | |
| Çырулăх: | итал алфавичĕсем, грек алфавичĕ, латиница |
| Чĕлхе кодĕсем | |
| ISO 639-1: | çук |
| ISO 639-2: | cel |
| ISO 639-3: | xcg; xtg |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
Галл чĕлхи — çухалнă кельт чĕлхи, Галлире VI ĕмĕрчен саралнă пулнă, халăх латынĕ ăна ылмаштарнă.
Галл тата çухалнă урăх чĕлхесене — кельтиберипе лепонт чĕлхисене «континент кельт чĕлхисем» йыша пуçтарнă.
Палăксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Темиçе çĕр [[лапидар çырăвĕ|лапидар] çырăвĕсем пур: чул, керамик сават-сапи, вак укçа, тăхланпа цинк пластинкисем çинче. Галл тексчĕсене хальхи Франци, Швейцари, Итали, Германи, Бельги территоринче тупнă. Авалхи галл çырăвĕсене пирĕн эрăчченхи VI ĕмĕр тĕлне Цизальпи Галлинчи авалхи итал алфавичĕн паллисемпе çырнă пулнă. Галл чĕлхи çывăхарах вăхăтри хыпарсем — Григорий Турскин патĕнчи темиçе çыру (пирĕн эрăри VI ĕмĕр).
Франци чĕлхине сĕмлени[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Галлсем хирĕç пĕр сăмахсăрах французсен аслă ашшĕсем шутланаççĕ, историллĕ танлаштару чĕлхе тĕпчевĕ çуралличен («Пор-Рояль грамматики»), франци чĕлхи — галл чĕлхин несĕлĕ тени анлă саралнă пулнă. Çаплах галл чĕлхине латыньрен нумай сăмах кĕнĕ. Тĕрĕссипех, галл чĕлхи (урăх сăмахсемпе, кельт субстрачĕ) франци чĕлхине ытлах сĕм ярайман. Франци чĕлхи латин-роман никĕсĕнчен тухнă, ăна герман чĕлхи тĕрлĕ шайри сĕмĕ те сисĕмлĕ курăнать. Галл элеменчĕсем шутне темиçе сăмах, bec 'кайăк сăмси', chêne 'юман', çирĕммĕллĕ (вигезималлă) шутлав системин юлашкисем, тĕслĕхрен, quatre-vingts '80' ('4 x 20').
Фонологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- уçă сасăсем:
- кĕске уçă сасăсем: a, e, i, o u
- вăрăм уçă сасăсем ā, ē, ī, (ō), ū
- çурма уçă сасăсем: w, y
- смычные:
- янравсăр: p, t, k
- янăракан: b, d, g
- сонантсем
- сăмса: m, n
- ярăнчăк r, l
- хушăк: s
- аффриката: ts
[χ] — аллофон /k/ перед /t/.
Галл чĕлхи кельт «p-чĕлхисем» шутне кĕнĕ, унта инди-европа kw сасинчен p (танл. mapon 'ывал', ирл. mac; epon 'конь', лат. equos) пулса тухать.
Морфологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Икĕ пĕрмай тĕл пулакан ят никĕсĕсен ӳкĕмĕ пирки чи шанчăклă хыпар: -a-никĕс тата -o-никĕс. Пушă клетка хыпар çитменнине кăтартать.
| Ӳкĕм | -a-никĕс | -o-никĕс |
|---|---|---|
| Ят ӳкĕмĕ | Epona | Maponos |
| Йыхрав ӳкĕмĕ | Epona | Mapone |
| Тӳрĕ объект ӳкĕмĕ | Eponin | Maponon |
| Камăнлăх ӳкĕмĕ | Eponias | Maponi |
| Пару ӳкĕмĕ | Eponai | Maponu |
| Тăву ӳкĕмĕ | Eponia | Maponu |
| Вырăн ӳкĕмĕ | Mapone |
| Ӳкĕм | -a-никĕс | -o-никĕс |
|---|---|---|
| Ят ӳкĕмĕ | Eponias | Maponi |
| Йыхрав ӳкĕмĕ | ||
| Тӳрĕ объект ӳкĕмĕ | Eponas | Maponus |
| Камăнлăх ӳкĕмĕ | Eponanon | Maponon |
| Пару ӳкĕмĕ | Eponabo | Maponobo |
| Тăву ӳкĕмĕ | Maponus | |
| Вырăн ӳкĕмĕ |
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Delamarre, X. (2003). Dictionnaire de la langue gauloise (2nd ed.). Paris: Editions Errance. ISBN 2-87772-237-6
- Lambert, Pierre-Yves (2003) La langue gauloise (2nd ed.) Paris: Editions Errance. ISBN 2-87772-224-4
- Lejeune, Michel (1971). Lepontica (Monographies linguistiques, 1). Paris: Société d’edition «les Belles Lettres»
- Meid, Wolfgang (1994) Gaulish Inscriptions. Budapest: Archaeolingua. ISBN 963-8046-06-6
- Recueil des inscriptions gauloises (XLVe supplément à «GALLIA»), ed. Paul-Marie Duval et al. 4 vols. Paris: CNRS, 1985—2002. ISBN 2-271-05844-9
- Solinas, Patrizia (1995). ‘Il celtico in Italia’. Studi Etruschi 60:311-408
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- L.A. Curchin, «Gaulish language»(акăлч.)
- Gaulish language on TIED(акăлч.)
- Колиньи календарĕ(акăлч.)
- TITUS тезаурусри икĕ галл чĕлхипе çырнисем
- Рим Галлин çырулăхĕпе чĕлхисем(фр.)
|
|
|
|---|---|
| Испан-кельт | галлек† · кельтибер† · лузитан† (итал е уйрăм турачĕ?) |
| Галл | галат† · галл† · лепонт† · норик† |
| Бритт | бретон · валли · корн · кумбр† · пикт† (уйăрăлнă?) |
| Гойдел | ирланд · мэн · шотланд (гэл) |
| Хутăш чĕлхесем | банги† · шелта |
| Классификаци тата генезис | Протокельт чĕлхи · Q-кельт тата P-кельт челхисем · Континентри кельт чĕлхисем · Утраври кельт чĕлхисем |
| Асăрхавсем: ? чĕлхен классификацийĕ тавлашуллă · † çухалнă чĕлхе. | |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |