Лукьянов Иван Константинович

Лукьянов Иван Константинович | ||
Çуралнă вăхăт: | 1889, кăрлач, 20 | |
---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Ишевкке ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чĕмпĕр районĕ) | |
Вилнĕ вăхăт: | 1952, пуш, 6 | |
Вилнĕ вырăн: | Хусан, Тутар АССР | |
Ăсчах степенĕ: | медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ | |
Ăсчах хисепĕ: | профессор (1935) | |
Альма-матер: | Хусанти университет (1918) | |
Чыславсемпе парнесем |
|
Иван Константинович Лукьянов (20.1.1889, Ишевкке ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чĕмпĕр районĕ) – 6.3.1952, Хусан, Тутар АССР) – тухтăр, медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1935), патшалăх ĕсченĕ[1].
Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ачалăхĕ, çамрăк чухнехи пурнăçĕ Шăмăршă ялĕпе çыхăннă. Çав ялти Таисия Ильинична Гурова каланă тăрăх[2], Лукьяновсен килйышĕ ирçесем пулнă. Çав вăхăтрах, Пётр Осиповăн «Элкей таврашĕ» романĕнче ăна Шăмăршă чăвашĕ тенĕ.
Хусан университечĕн медицина факультетĕнче пĕлӳ илнĕ (1918). Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тата граждан вăрçине хутшăннă. Улатăр хулин сыватăшĕнче ĕçленĕ.
1921 — 1926 çулсенче ЧАО сывлăха сыхлас халăх комиссариачĕн уйрăмĕн ертӳçи, 1925–26 çулсенче ЧАССР сывлăха сыхлас халăх комиссарĕ.
Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Трахомăна профилактикипе, шыв çăлкуçĕсен, тăпрасен характеристикипе 50 яхăн ăслăх ĕç, çав шутра 4 монографи пичетленĕ.
- Трахома в Волжско-Камском крае. Ч., 1925; К вопросу о глазной заболеваемости населения Чувашской автономной области // Профилактическая медицина. 1926. №11.
Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тутар ССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1945)
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Хусанта вилнисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Патшалăх ĕçченĕсем
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1889 çулта çуралнисем
- Кăрлачăн 20-мĕшĕнче çуралнисем
- Пушăн 6-мĕшĕнче вилнисем
- 1952 çулта вилнисем