Лячин Геннадий Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Геннадий Петрович Лячин
200px
Çуралнă вăхăт 1955, кăрлач, 1
Çуралнă вырăн совхоз «Сарпинский», Сарпино районĕ, Сталинград облаçĕ, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт 2000, çурла, 12
Вилнĕ вырăн К-141 «Курск»
Хĕсмет çулĕсем 1972—2000
Хисеп СССР ТÇФ 1 рангри капитан
Командăланă К-141 «Курск»
Чыславсем тата парнесем Золотая звезда Героя России.svg

Лячин Геннадий Петрович — АШРК "Курск" командирĕ. Вăл 1955 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Волгоград облаçĕн Сарпинский районĕнче çуралнă. Вырăс. 2000 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче АШРК «Курск» сирпĕнсе кайнă чухне экипажпа пĕрле паттăррăн пуçне хунă. Раççей Паттăрне 2002 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Санкт-Петербургри Серафимов çăвинче, паттăрсен аллейинче, пытарнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1963—1972 çулсенче Волгоградри № 85 ватам шкулта вĕреннĕ. 1977 çулта Ленинградра (халĕ Санкт-Петербург) Ленин комсомол ячĕллĕ Аслă тинĕс-çар шывай училищинче вĕренсе тухса Видяево тинĕс çар базине хĕсмете пынă. Çамрăк офицер Çурçĕр флотĕнчи К-58 дизель шывай киммин БЧ-2 командирĕ пулса тăрать. 1984 — 1986 çулсенче 3-мĕш ранг капитанĕ Геннадий Лячин - Б-77 шывай киммин аслă пулăшăканĕ (старпом). Офицерсен курсĕсене пĕтернĕ хыççăн 2 ранг капитанĕ Лячин каллех старпом, ПЛ Б-478 шывай кимми çинче.

Хисепĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Раççей Паттăрĕ
  • Мемориал хăми, Волгоград, Дзержински районĕ, 85-мĕш шкулĕ.
  • 85-мĕш шкула Г.П.Лячин ятне тивĕçтернĕ.
  • "Курск хулин Хисеплĕ гражданинĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]