Контент патне куҫ

Мăн Какшан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Мăн Кокшага ҫинчен куҫарнӑ)
Мăн Кокшага

Мăн Кокшага, — Киров облаçĕпе Мари Эл республики тăрăх юхакан юханшыв, Атăлăн сулахай юппи. Юханшыв тăршшĕ 297 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 6 330 çх2.

Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче шăнса ларать те ака уйăхĕн варринче пăртан тасалать.

Малтан юханшыв лăсăллă вăрмансем тăрах юхать. Нумай çĕрте шурлăхлă вырăнсем урлă иртет. Аяларахи юхăмра вара юнашар иртсе тухма çук шурлăхсем вырнаçнă. Атăла (Куйбышев шывуправне) Кĕçĕн Кокшагăран кăшт çӳрелех Çĕнĕ Шупашкара хирĕç юхса кĕрет.

Ял-хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Киров облаçĕнче юханшыв хĕрринче Кикнурпа Санчурск хула евĕрлĕ посёлоксем вырнаçнă. Мари Элте пурăну вырăнĕсем сахал. Юханшыв хĕрринче вырнаçнă ялĕсенчен нумайăшне пăрахса кайнă.

Юханшыв хĕрринче вырăссемпе çармăссем пурăнаççĕ.

Чи пысăк юппи — Мăн Кундыш.