Киров облаçĕ
Киров облаçĕ | |||||
| |||||
![]() | |||||
Тĕп хули | Киров | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
30 120 374 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
42 1 138 112 патнелле (2023) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Атăлçи Федераллă Округĕ | ||||
Экономика регионĕ | Атăл-Вятка районĕ | ||||
Регион номерĕ | 43 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс | ||||
Губернатор | Соколов Александр Валентинович | ||||
Саккунлăх председателĕ | Береснев Роман Александрович | ||||
Гимн | Киров облаçĕн гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0300 |
Киров облаçĕ (выр. Кировская область) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ. Раççей Федерацин Атăл федераци тăрăхне тата Атăл-Вятка районне кĕрет.
Лаптăк — 120,8 пин çм²
Администраци центрĕ — Киров хули.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Киров облаçне Чулхула Енĕн территоринчен касс илсе 1934 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче туса хунă. 1936 çулчен — Киров Ен шутланнă, 1936 çулхи раштав уйăхĕнче — Киров облаçĕ пулса тăнă.
Халӑх йышӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Облаçри халăх йышĕ — 1426,9 пин çын (2006). Йышлăхĕ: 11,8 çын/çм² (2007), хулара: 71,7 % (2007). Ӗçлекен халăх йышĕ — 911 пин çын.
XX тата XXI ӗмӗрсем хушшинче Ветке тӑрӑхӗнчи халӑх йышӗн тӳпи, XIX ӗмӗрĕн вӗҫнелле Раҫҫейри мӗнпур халӑхӑн 4,2% пулнӑскер, 0,8% таран чакнӑ.
Росстат кӑтартӑвӗсем тӑрӑх облаҫри халӑх йышӗ 1 138 112 ҫын шутланать. Халӑх йышлӑхӗ — 9,45 ҫын/ҫх2. Хулари халӑхăн йышлăхӗ — 78,7% (2002).
Пурӑнан халӑхсен йышӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн:
вырăссем — 1 199 691 ҫын,
тутарсем — 36 457 ҫын,
çармăссем — 29 598 ҫын,
удмуртсем — 13 639 ҫын,
украинсем — 7718 ҫын,
халӑх ятне палăртманнисем — 35 585 ҫын.
Кунта вырăссем — 91,8 %, марисем — 2,6 %, тутарсем — 2,2 %, удмуртсем — 1,4 % тата ыттисем пурăнаççĕ[ҫӑлкуҫа палӑртмалла] .
Климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Климат облаçре лăпă континентлĕ. Кăрлачри вăтам температура -14°С, утăри вăтам температура +17°С; çулталăкри нӳрĕк шайĕ - 500 мм яхăн. Облаçри çĕр нӳрĕклĕ шутланать.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Раççей Федерацин хура тăпраллă касинче, Раççейĕн Европа пайĕн çурçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă. Облаçĕн рельефĕ — сăртлă, варринче - Ветке Увалĕсем, çурçĕр-тухăçĕнче - Тури Чулман Атăл сăртлăхĕ, çурçĕрте - Çурçĕр Увалĕсем. Паллă шывĕсем: Ветке, Чулман Атăл.
Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Киров хулинче аэропорт Победилово ĕçлет.
Киров облаçĕ витĕр чукун çулсем Раççейĕн тĕп çĕрĕсене Уралпа, Çĕпĕрпе тата Инçет Тухăçпа (Транссиб), çурçĕрпе кăнтăр регионĕсене Киров-Котлас магистралĕ çыхăнтарать. Чукун çулсем 1098 çм çити тăсăлаççĕ.
Автотрассăсен тăсăлăвĕ — 9086 çм.
Шыв тĕп çулĕ Нухрат. Шыв çулĕсен пур вăрăммăшĕ - 1800 çм.
Промăçлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пысӑк савутсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Машина тăваслăх тата металлобработка:
- ОАО «Вятка машина тăвакан «АВИТЕК» завочĕ Архивленĕ 15 Пуш уйӑхӗн 2022 çулта.,
- ОАО «Электромашина тăвакан «Лепсе» завочĕ
- ОАО «Ново–Вятка»
- ОАО «Вятка-Уçланкă машина тăвакан «Молот» завочĕ Архивленĕ 9 Утӑ уйӑхӗн 2008 çулта.
- ОАО «Кирскабель»
- ОАО «Çу 1 ячĕллĕ Киров машзавочĕ» Архивленĕ 12 Утӑ уйӑхӗн 2008 çулта.
- ОАО «Белохолуница машина тăвакан завочĕ» Архивленĕ 16 Авӑн уйӑхӗн 2008 çулта.,
- ОАО «Киров станок тăвакан савучĕ».
Химипе нефтехими промăçлăхĕ:
- ОАО «Кирово-Чепецкий химический комбинат им. Б. П. Константинова» (каçă Архивленĕ 4 Ҫӗртме уйӑхӗн 2008 çулта.)
- ОАО «Шинный комплекс «Амтел – Поволжье»
Апат-çимĕç промăçлăхĕ:
- ОАО «Киров аш-какай комбиначĕ» Архивленĕ 14 Юпа уйӑхӗн 2008 çулта.
- ОАО «Слобода аш-какай комбиначĕ»
- ОАО «Киров маргарин завочĕ» Архивленĕ 5 Юпа уйӑхӗн 2008 çулта.
- ЗАО «Киров сĕт-çу комбиначĕ»
- ОАО «Киров кондитер-макарон комбиначĕ»
- ОАО «Уржум спирт-водкă завочĕ»(ĕçлемен каçă)
- ОАО «Слобода спирт-водкă завочĕ» Архивленĕ 7 Раштав уйӑхӗн 2008 çулта.
- УАО «Вятич».
Ял хуҫалӑхӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ялти халӑх йышĕ 272 610 ҫын шутланнӑ, Киров облаҫӗнче пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн 22% пулать.
Ял хуҫалӑх производствинчи тавар отраçлӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси малти вырӑнта тӑрать, ытларах сӗт-ҫупа аш-какай туса илессипе палӑрать. Тӗпрен ҫакнашкал ял хуҫалӑх культурисене ӳстереҫҫӗ: пӗрчӗллисем, ҫӗрулми, йӗтӗн тата пахча-ҫимӗҫ. Тӗш тырӑсен хушшинче ытларах пайӗ кӗрхи ырашпа фураж культурисене пырса тивет. Ял хуҫалӑх производстви облаҫӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерет. Туса илнӗ выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн 20% таран облаҫӗн тулашне турттараҫҫӗ, тӗпрен илсен — ҫӗршывӑн ҫурҫӗр регионӗсене илсе каяҫҫӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Отраçлӗн тӗп вырӑнӗнче сӗт туса илме выльӑх-чӗрлӗхӗ ӗрчетесси тӑрать. 2020 ҫулта 750 пин тонна сӗт суса илнӗ, ҫакӑ 2019 ҫулхипе танлаштарсан 104% пулать. Облаҫри ял хуҫалӑх организацисенче пĕр ӗнерен вӑтамран 7950 кг сӗт суса илнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк аш-пăщне 85 пин тонна туса илнӗ, 619 млн ҫӑмарта пуçтарса хатӗрленӗ, ҫакӑ вара иртнӗ ҫулхинчен 14% нумайрах.
2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур категориллӗ хуҫалӑхсенче 246,8 пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх (-0.3%) шутланнӑ, ҫав шутра 101,8 пин ӗне (+1,6%), 238,4 пин пуҫ сысна (+14,6%), 52,2 пин сурӑхпа качака (+0,1%), 2844,1 пин пуҫ кайӑк (+6,8%).
2021 ҫул хушшинче Киров облаҫӗнчи ял хуҫалӑх организацийӗсенче 733,6 пин тонна ӗне сӗчӗ туса илнӗ, ҫакӑ 2020 ҫулхипе танлаштарсан 3,4% ытларах. Ял хуҫалӑх организацийӗсенче сӗт туса илессипе облаç Раҫҫей Федерацийӗнче пиллӗккĕмӗш вырӑнта тӑрать. 2021 ҫулта ял хуҫалӑх организацийӗсенче пӗр ӗнерен 8040 килограмм сӗт суса илнӗ (2010 ҫулта – 4820, 2015 ҫулта – 6536 килограмм).
Ӳсентӑран тирпелесси[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2022 ҫулта аграрисем тӗш тырӑна пысӑк калӑпӑшпа пуҫтарнӑ. 309,2 пин га тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене ҫапнӑ, 825,8 пин тонна тырӑ ҫапнӑ, тухӑҫлӑхӗ гектартан 26,7 ц пулнӑ.
Пӗрчӗллӗ тата тӗш тырӑллӑ культурӑсене пӗтӗмӗшпе пухса кӗртни 2020 ҫулта 740 пин тоннӑпа танлашнӑ, тухӑҫлӑхӗ гектартан 24,7 ц пулнӑ (2019 ҫулта 730 пин тонна, тухӑҫлӑхӗ 26,1 ц/га). 299 пин гектарти тырра арманта авăртнӑ.
Тырӑ акнӑ лаптӑксем: | ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
год | 1959 | 1990 | 1995 | 2000 | 2005 | 2010 | 2015 | |||||
пин гектар | 2810 | 2193,9 | 1838,1 | 1626,9 | 1207,9 | 853,0 | 862,8 |
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Киров облаçĕн картти Архивленĕ 20 Авӑн уйӑхӗн 2011 çулта.
- Киров облаçĕн Ертӳçлĕхĕн официаллă сайчĕ Архивленĕ 26 Раштав уйӑхӗн 2005 çулта.
- Киров облаçĕ "Пĕтĕм Раççей" справочник-каталогра Архивленĕ 10 Ҫу уйӑхӗн 2009 çулта.
- Киров облаçĕн ялавĕпе гербĕ
- Киров облаçĕн Саккун тăвакан Пухăвĕн официаллă сайчĕ
Раççей Федерацин Атăл федераци тăрăхĕ | ||
---|---|---|
Киров облаçĕн историйĕ |
|
---|---|
Киров облаçĕн территорийĕ Авалхи тĕнчере | |
Киров облаçĕн территорийĕ Вăтам ĕмĕрсенче |
Ветке çĕрĕ (Ветке çĕрне славянсем колонизацилени • Еманаевский могильник • Шабалино хулашĕ) • Новгород республики (Никулицына, Котельнича тата Хлынова никĕслени) • Ветке республики |
Киров облаçĕн территорийĕ Раççей империнче |
Ветке провинцийĕ (малтан Çĕпĕр, кайран Хусан кĕпĕрнисен йышĕнче) • Ветке енлĕхĕ • Ветке кĕпĕрни • Раççейри выçлăх |
Киров облаçĕн территорийĕ ССРП йышĕнче | |
Киров облаçĕн территорийĕ РФ йышĕнче |