Контент патне куҫ

Мĕтри Ваçлейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мĕтри Ваçлейĕ
Çуралнă чухнехи ят: Дмитриев Василий Дмитриевич
Çуралнă вăхăт: 1906, çу, 10
Çуралнă вырăн: Çирĕклĕ ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Красноармейски районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1980, утă, 28
Вилнĕ вырăн: Ленинград
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, сăвăçи
Пултарулăх çулĕсем: 19281975
Жанр: сăвă, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Дмитриев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Мĕтри Ваçлейĕ (паспортри ят: Дмитриев Василий Дмитриевич, 10.5.1906, Çирĕклĕ ялĕ Красноармейски районĕ Чăваш Ен — 28.7.1980, Ленинград) — чăваш сăвăçи, çыравçи, физиолог, биологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1951). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă[1][2].

1906 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи (Хусан кĕпĕрни) (халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районĕ) Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă.

1930 çулта Шупашкарти педагогика техникумĕнче ятарлă вăтам пĕлӳ, 1935 çулта Н. К. Крупская ячĕллĕ Коммунизм ăсне паракан академинче аслă пĕлӳ илнĕ.

1944–45 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Ленинградри медицина институтĕнче вăтам тата аслă пĕлӳ илнĕ. В. М. Бехтерев ячĕллĕ пуç мимине тата психика ĕçĕ-хĕлне тĕпчекен институтĕнче аспирантурăра вĕреннĕ. 1947-1950 çç. Ленинградри И.П. Павлов ячĕллĕ 1-мĕш медицина институтĕнче, 1950-1958 çç. – Ленинградри медицина педиатрийĕ институтĕнче вăй хунă. 1960-1964 çç. Ленинградри радиаци гигиенин ĂТИ ăслăх аслă ĕçлевçи вырăнĕнче тăрăшнă.

1980 çулхи утă уйăхĕн 28-мешĕнче Ленинградра вилнĕ.

Ăслăх тата ӳнер ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Физиологи тата гигиена проблемисене çутатса 40 ытла ăслăх ĕçне хатĕрленĕ. Çын пуç мимине тата нерв систимине тĕпченĕ ĕçĕсене ГДР, Чехословаки, Полхари ăслăх журналĕсенче пичетленĕ.

Пĕрремĕш сăввисене 1928 çулта «Канаш», «Молодой коммунист» хаçатсенче, «Народное просвещение» журналра пичетленĕ. Ленинградри ăслăх тата ӳнер ĕçлевçисем пирки çырнă.

Хăш-пĕрисем чăвашла тухакан хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ.

Унăн кĕнекисем:

  • «Ирĕклĕх» (1931);
  • «Пирĕн сас» (1932);
  • «Ыраш» (1934);
  • «Пĕве» (1935);
  • тата ыттисем.
  • Ăс-тăн тĕне хирĕç / В. Д. Дмитриев. – Шупашкар, 1963. – 52 с. обл.
  • Çын ĕмĕрĕ вăрăм пултăр / В. Д. Дмитриев. – Шупашкар, 1962. – 56 с. обл.
  • Çутçанталăка сыхласси тата сывлăх / В. Д. Дмитриев. – Шупашкар, 1964. – 63 с. обл.
  • Тĕн – сывлăх тăшманĕ / В. Д. Дмитриев. – Шупашкар, 1967. – 46 с. обл.
  • Ленинград - революции вучахӗ : (Ленин Питӗрте пулнӑ вырӑнсем) : [очерк] / Мӗтри Ваҫлейӗ // Тӑван Атӑл. – 1969. – № 4. – С. 84-89.
  • Чӑвашран тухнӑ чаплӑ ученӑй : [H. Я. Бичурин ҫинчен] / Мӗтри Ваҫлейӗ // Ялав. – 1967. – № 8. – С. 28-29.
  • Шурӑ-шурӑ : [сӑвӑ] / Мӗтри Ваҫлейӗ // Тӑван Атӑл . – 1975. – № 7. – С. 34.
  • Васильев, П. Ученăй-писатель / П. Васильев // Коммунизм ялавĕ. – 1966. – 11 май.
  • Григорьев, Н. Г. Мĕтри Ваçлейĕ // Григорьев, Н. Г. Врачи-писатели Чувашии / Н. Г. Григорьев. – Чебоксары, 2009. – Кн. 4. – С. 137-180.
  • Дедушкин, Н. Писатель-ученăй / Н. Дедушкин // Канаш. – 1991. – 11 май. – С. 4.
  • Кузнецов, Г. Пĕрремĕш тата юлашки пурнăçу / Г. Кузнецов // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р-нĕ). – 1996. – 25 çĕртме.
  • Поэт, ӑслӑлӑх ҫынни // Хыпар. – 2014. – 22 чӳк. – С. 13.
  • Симаков, В. Вӗсене фронт пӗрлештернӗ / В. Симаков // Хыпар. – 2013. – 22 кӑрлач. – С. 3.
  • Симаков, В. Ҫыравҫӑ ҫеҫ мар, ӑсчах та... / В. Симаков // Хыпар. – 2016. – 12 утӑ/июль. – С. 4.
  • Симаков, В. Тухтӑр, ҫыравҫӑ, ӑсчах / В. Симаков // Сувар (Тутарстан Республики). – 2016. – 20 ҫу (№ 19). – С. 9 ; Сувар. – 2016. – 27 ҫу (№ 20). – С. 9.
  • Симаков, В. Чăваш поэчĕ Мулекелре канăç тупнă / В. Симаков // Хыпар. – 1996. – 25 çĕртме.- С. 3.
  • Ҫирӗклӗ ӑсчахӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 2012. – 18 авӑн. – С. 2.
  • Хусанкай, П. П. Çыравçă-тĕпчевçĕ // Хусанкай, П. П. Ăсталăхпа чăнлăх / П. П. Хусанкай. – Шупашкар, 1964. – С. 128-129.
  • Шаланкă, Вл. Малти йышран / Вл. Шаланкă // Ялав. – 1976. – № 5. – С. 25.
  • Абрамов, В. А. Мӗтри Васлейӗ (Дмитриев Василий Дмитриевич) / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 89.

14. Иванова, З. П. Дмитриев (Мӗтри Васлейӗ) Василий Дмитриевич // Энциклопедия Красноармейского района. - Чебоксары, 2018. – С. 161-162.

  • Медяков, М. Теплые воспоминания / М. Медяков // Янташ. – 2005. – № 3 (30 марта). – C. 2.
  • Трофимов, Г. Ф. Мĕтри Ваçлейĕ / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 269.
  • Ялгир, П. Мĕтри Ваçлейĕ (Дмитриев Василий Дмитриевич) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 68.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]