Дмитриев Василий Дмитриевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Василий Дмитриев
Çуралнă чухнехи ят: Дмитриев Василий Дмитриевич
Çуралнă вăхăт: 1924, çу, 27
Çуралнă вырăн: Энтепе ялĕ, Елчĕк районĕ Чăваш АССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи
Жанр: асилӳ, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем:

Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Богдан Хмельницкин III степеньлĕ орденĕ

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
Дмитриев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Дмитриев Василий Дмитриевич (27.5.1924, Энтепе ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АО çур.), — чăваш прозăçи.

2000 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Тăваш Çĕршыв вăрçин 1 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Богдан Хмельницкий орденĕсене, медальсене тивĕçлĕ пулнă. [1] [2]

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1924 çулхи çу уйăхĕн 27 Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа вăтам шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ.

1942 çулта Мускаври пулемёт училищинче вĕренсе тухсан 1942 году. Вунтăхăр çулти кĕçĕн лейтенант пĕрремĕш хут Курск пĕкинче йывăр аманнă, ун чухне вăл танксене хирĕç перекен пăшаллă взвод командирĕ пулнă.

1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче хоспитальре сипленсе тухать. Çамрăк офицера сусăрлăх панă, анчах та Василий Дмитриевич тыла кайма килĕшмест — фронта таврăнать.

1945 çулхи акан 18-мĕшĕнче Берлин тулашĕнче юхакан Шпрее урлă çапăçса каçнă чухне ротă командирне суранлансан, Василий Дмитриевич салтаксене хăйĕн хыççăн тăшман çине, вĕçекен пульăсене хирĕçле атакăна ертсе кайнă, юханшывăн тепĕр çыранĕнче полк валли плацдарма ярса илнĕ. Çапла вара полк Берлин çине тапăнса кайнă. Анчах та, хăй командир йывăр суранланнă — пульă кăкăра чĕрепе юнашар шăтарнă.

Хăюлăхпа хастарлăхшăн Василий Дмитриевича Богдана Хмельницкин III степеньлĕ орденĕпе чысланă. Хастар командира урăх чыславсемпе те: Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин I степеньлĕ — орденĕсемпе палăртнă.

Çĕнтерĕве Василий Дмитриевич хоспитăльте кĕтсе илнĕ. 1945 çулхи раштавчен Польшăра, кайран Совет Союзĕнче сипленнĕ.

Вăрçăран таврăнсан фронтовик саккун хĕсметне тăрать. Хусанти юридици институчĕнче хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă та тăван çĕре таврăннă. Ăна Чăваш АССР прокурорĕн çумĕ пулма шаннă. Кайран ШĔМ системине куçнă — вунпиллĕк çул хушши, 1984 çулчен, Шупашкарти ССРП ятарлă вăтам пĕлӳ паракан милици шкулне ертсе пынă. Василий Дмитриевича патшалăхăн регионĕсенче прокурор пуканне сĕннĕ, анчах вăл тăван çĕртен кайма килĕшмен: çемьере асли пулнипе тăванĕсене пулăшса тăнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асаилӳсем, калавсем çырнă.

Пĕрремĕш статьисем 1953 çулта «Коммунизм ялавĕ» тата «Советская Чувашия» хаçатсенче çутă курнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Буржуазное избирательное право — орудие подавления» (очерксем, 1959);
  • «Бои на ближних подступах к Берлину» (очерк, 1995);
  • «Наедине с собой» (хроника, 1999);
  • «Судьбы людские» (2003).

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]