Контент патне куҫ

Макаров Владимир Геннадьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Владимир Макаров


Владимир Асси
Çуралнă чухнехи ят: Макаров Владимир Геннадьевич
Çуралнă вăхăт: 1979 çулхи кăрлач, 27
Çуралнă вырăн: Карапаш ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Макаров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Макаров Владимир Геннадьевич, — чăваш сăвăçи. 1979 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче çуралнă.

РФ ÇП пайташĕ, Чăваш Енĕн профессиллĕ çыракан çыравçăсен пĕрлешĕвĕн (2003 çултанпа) пайташĕ.

1979 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче çуралнă. Шупашкарти турккă лицейĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕреннĕ.

«Хыпар» хаçатăн литература ĕçченĕ вырăнĕнче ĕçлет.

Унăн ĕçĕсем периодикăллă кăларăмсенче тухса тăраççĕ. 2004 çулта «Паянхи» ятлă пĕрремĕш сăвă пуххисен кĕнеки тухнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]