Машкин Николай Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Машкин Николай Александрович
Çуралнă вăхăт: =9 нарăс 1900
Çуралнă вырăн: Соколки сали, халь Тутарстанăн Маматăш районĕ.
Вилнĕ вăхăт: 15 авăн 1950
Вилнĕ вырăн: Мускав, СССР
Патшалăх:

Ăсчах степенĕ: Шаблон:Ăслăх степенĕ (1942)
Альма-матер: Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕ
Паллă: принципат тĕпчевçи

Николай Александрович Машкин – (9.2.1900 (28.1) - 15.09.1950) - антика тапхăрне тĕпченĕ совет историкĕ. Истори ăслăхесен докторĕ (1942-мĕш çул). Хальхи Тутарстанăн Маматăш районĕнчи Соколки салинче çуралнă.

Мускав патшалăх университетне 1921-мĕш çулта пĕтернĕ. 1941-мĕш çултан Мускари исторри, философи тата литература институчĕн авалхи истори кафедрин ертӳçи. 1943-мĕш çултан Мускав патшалăх университечĕн профессорĕ, авалхи тĕнче истори кафедрин ертӳçи тата ССРС ĂА истори институчĕн авалхи истори секторен ертӳçи. Авалхи историн хыпарçин тĕп редакторĕ пулнă.

Машкин Н.А. Республикăран империне куçнин принципĕсене тата Римпа провинцисем хушшинчи çыхăнусене тĕпчен. «Принципат Августа» ĕçсшĕн ăна вилнĕ хыççăн 1951 çулта 2-мĕш шайри Сталин парнине панă. Ку ĕçе венгри, итали, нимĕç, румын чĕлхисем çине куçарнă.


Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Машкин Н. А. Агонистики или циркумцеллионы в кодексе Феодосия // ВДИ. — 1938. — № 1.
  • Машкин Н. А. Эсхатология и мессианизм в последний период Римской республики // Известия АН СССР. Отделение истории и философии, III. — 1946. — № 5.
  • Машкин Н. А. Римские политические партии в конце II — начале I в. до н. э. // ВДИ. — 1946. — № 3.
  • Машкин Н. А. История Древнего Рима. — М., 1947.
  • Машкин Н. А. История Римской империи. Спец. курс. Методическое пособие для студентов заочников пед. институтов. — М., 1949.
  • Машкин Н. А. Принципат Августа. Происхождение и социальная сущность. — М., Л., 1949.
  • Машкин Н. А. К вопросу о революционном движении рабов и колонов в римской Африке // ВДИ. — 1949. — № 4.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • [ Машкин Николай Александрович] — ПСЭ
  • Николай Александрович Машкин. К 10-летию со дня смерти // ВДИ. 1960. № 3
  • Маяк И. Л. Памяти Н. А. Машкина (1900—1950) // ВДИ. 1976. № 1.
Шаблон:Succession box

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]