Контент патне куҫ

Маяксем Леонид Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Маяксем Леонид Александрович (1938 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ, Сиккасси ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш Ен ) — чăваш прозăçи.

1974 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.

1938 çулхи кăрлачăн 2 Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче çуралнă.

А.М.Горький ячĕпе хисепленекен литература институтне веренсе тухнă.

«Текстильщик» хаçатăн литература ĕçтĕшĕ, Чăвашрадио корреспонденчĕ, СССР литература фончĕн Чăваш уйрăмĕн директорĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ.

Пултару ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн калавсемпе хайлавĕсене çак кĕнекесенче тупма пулать:

  • «Килет шурăмпуç çуталса» (1970);
  • «Тупатăпах сана, Сильва» (1972);
  • «Хунавсăр йывăç» (1979);
  • «Аманнă турат» (1980);
  • «Вĕлтрен милĕкĕ», шӳтсемпе пародисен пуххи
  • «Катăк пуртă», шӳтсемпе пародисен пуххи

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]