Медведев Алексей Фомич
Курӑнакан калӑплав
Медведев Алексей Фомич, (1913 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ, Раççей империйĕ, Хусан кĕперни, Етĕрне уесĕ, Орапакасси ялĕ — 2001 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕ, Орапакасси ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш Республики, РФ) — чăваш çыравçи, СССР ÇП пайташĕ (1972 ç.)[1].
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1913 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Орапакасси ялĕнче çуралнă.
Етĕрнери колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Чулхулара автомобиль савутне хăпартнă çĕре хутшăннă. Район хаçачĕсенче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатĕнче вăй хунă.
Кайран колхоз председателĕ, Кĕнеке палаттинче библиотекарь пулса ĕçленĕ.
Çавăн пекех «Тăван Атăл» журнал редакцийĕн секретарĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
2001 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче тăван ялтах вилнĕ.
Пултару ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Йĕр тăрăх» (1941);
- «Ылтăн уй» (1983);
- «Тулли пучах» (1990);
- «Урапа та пĕр йĕрпе чупмасть»;
- «Аля кăвакалĕсем»;
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕ
- медальсем.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Знаменитые люди земли ядринской
- Чăваш Республикин ача-пăча библиотеки 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- “Атте вăрттăнлăха уçмарĕ” «Çамрăксен хаçачĕ», Шупашкар)(ĕçлемен каçă)
- Юбилей писателя 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.