Михаил Мерчен
Михаил Мерчен | |
Çуралнă чухнехи ят | Захаров Михаил Захарович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1933 çулхи пуш, 16-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2020 çулхи раштав, 7-мĕшĕ (87 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
Михаил Мерчен (чӑн ячӗ Захаров Михаил Захарович, 16.3.1933, Анаткас Тӑрӑн, Шупашкар районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 7.12.2020, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ) — чăваш çыравçи тата журналисчĕ[1].
ССРП журналисчĕсен пĕрлешĕвӗн пайташӗ (1981), РФ çыравҫисен пĕрлешĕвĕн пайташӗ (1999).
Кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1933 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ.
Малтан тӑван колхозра вӑй хунӑ, бригадир ҫумӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарти автомотоклубран вӗренсе тухнӑ.
1953–1973 ҫулсенче пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ. 1955–1917 ҫулсенче хӗсметре Лӑпкӑ океан флотӗнче танă.
Горький хулинчи бухгалтерсен каҫхи курсӗнче вӗреннӗ. 1975 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1975–1979 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх кӗнеке палатинче библиограф, 1979–1992 ҫулсенче Пичетре патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене сыхлакан управленире редакторта ӗҫленӗ. 1993–1994 ҫулсенче Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗн директор ҫумӗ, 1994–1995 ҫулсенче Атӑлҫи халӑхӗсен университетӗнче методист пулнӑ. 1995–1999 ҫулсенче Шупашкарти 10-мӗш, 25-мӗш, 6-мӗш шкулсенче ачасене чӑваш чӗлхине вӗретнӗ. 1999–2000 ҫулсенче Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче литература теорийӗ вӗрентнӗ.
Пултарулӑхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Михаил Мерчен хайлавӗсем республикӑри тата тулашри хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ.
Унӑн сӑввисемпе Ю.Д. Кудаков «Юратнӑ шкул», «Кӑвак чечек» юрӑсем хайланӑ[2]. Ҫавӑн пекех вӑл Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗн гимнӗ валли сӑвӑ ҫырнӑ.
Кӗнекисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Пӗр тумлам куҫҫуль» (роман, 2009);
- «Сарӑ роза» (повеҫсем, калавсем, пьеса, 2011);
- «Шурӑ парӑс» (сӑвӑсем, 2013);
- «Куҫӗсем!. Ах, куҫӗсем!» (повеҫсем, калавсем, поэма, 2014);
- «Вӗҫсӗр ҫул» (сӑвӑсем, 2014);
- «Ирхи сывлӑмлӑ фиалка» (повесть, тӗрленчӗксем, сӑвӑсем, 2014);
- «Хумлӑ Атӑл» (роман, 2016);
- «Пысӑк хум» (пьеса, повесть, калавсем, тӗрленчӗксем, сӑвӑсем, 2021);
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Австрийская, О. Хитре хуплашкаллӑ кӗнеке нӗрсӗрлӗхӗ : [Михаил Мерченӗн «Пӗр тумлам куҫҫуль» кӗнеки ҫинчен] / О. Австрийская // Тантӑш. — 2012. — 7 пуш (№ 9). — С. 8. — (Вулав тӗнчи / рубрикӑна Р. Прокопьева ертсе пырать).
- Маркизова, Л. Ачасен тусӗ / Л. Маркизова // Тантӑш. — 2018. — 29 пуш/март (№ 12). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк
- Мерчен, М. Йӑнӑшманнисене йӑнӑшасран асӑрхаттарнин сиенӗ ҫук : [«Тантӑш» хаҫатра Ольга Австрийская Михаил Мерченӗн «Пӗр тумлам куҫҫуль» кӗнеки ҫинчен ҫырни ҫине автор хурав пани] / М. Мерчен // Тантӑш. — 2012. — 12 ака (№ 14). — С. 4.
- Михаил Мерчен // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2]: Поэзи. — С. 346 : сӑн ӳкерчӗк.
- Моисеев, Р. Юрату ҫинченех-ши? : [Михаил Мерченӗн «Пӗр тумлам куҫҫуль» кӗнеки ҫинчен] / Р. Моисеев // Хыпар. — 2010. — 27 чӳк. — С. 12.
- Николаев, С. «Ирхи сывлӑмлӑ фиалка» / С. Николаев // Хыпар. — 2014. — 28 юпа (№ 214). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Прокопьев, Н. «Пӗр тумлам куҫҫуль» / Н. Прокопьев // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2009. — 6 чӳк (№ 44). — С. 11. — (Ҫӗнӗ кӗнеке).
- Спрос на чувственность : [о выходе в свет книги рассказов и повестей М. Мерченя «Глазки, эх глазки»] // Советская Чувашия. — 2014. — 6 авг. — С. 3 : фот.
- Захаров Михаил Захарович (Мерчен) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 149/
- Листопад, Ю. П. Захаров Михаил Захарович (Мерчен) / Ю. П. Листопад // Энциклопедия Чебоксарского района. — Чебоксары, 2014. — Т. 1. — С. 169.
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Пушăн 16-мĕшĕнче çуралнисем
- 1933 çулта çуралнисем
- Шупашкар районĕнче çуралнисем
- Раштавăн 7-мĕшĕнче вилнисем
- 2020 çулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Карточки без параметров
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- ССРП çыравçисем
- ССРП сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Пайăр çынсем:Шупашкар районĕ