Контент патне куҫ

Желтов Михаил Павлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Михаил Сунтал ҫинчен куҫарнӑ)
Сунтал Сарри Мишши

Михаил Сунтал
Çуралнă чухнехи ят: Михаил Павлович Желтов
Çуралнă вăхăт: 1945, нарăс, 19
Çуралнă вырăн: Сăхатпуç ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР
Вилнĕ вăхăт: 2021, нарăс, 19
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, РФ
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш, драматургĕ[çăлкуç кирлĕ] сăвăçĕ, прозăçи
Пултарулăх çулĕсем: 1990 - ?
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Желтов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Сунтал Сарри Мишши[1], е Михаил Сунтал, е Сарри Мишши (чăн ят Желтов Михаил Павлович, 19.02.1945, Сӑхӑтпуç ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 19.11.2021, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — философ тата çыравçă, тележурналист, инженер-электронçă.

Чăваш драматургĕ[çăлкуç кирлĕ], сăвăçи, прозăçи. РФ Журналистсен пĕрлĕхĕн (1988) тата РФ ÇП (1992) пайташĕ, доцент (2001), философи ăславĕсен докторĕ (2006)[1] [2]


Тăвай районне кĕрекен Сăхăтпуç ялĕнче 1945 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче çуралнă.

1961 çулта вăтам шкулта вĕренсе тухсан «Красный Октябрь» колхозра ĕçленĕ, унтан Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. 1968 çулта Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Автоматика тата телемеханика ăсти дипломне тивĕçне. Ăна университетре тĕпчев пайĕнче ĕçлеме хăварнă.

1980 çулта унăн сăввисемпе калавĕсем «Хатĕр пул» журналта тата «Пионер сасси» хаçатра пичетленсе тухнă. 1984 çултан пуçласа 1988 çулчен Чăваш телевиденипе радиора ĕçленĕ.

Литературăра вăй хурса ĕçленĕ хушăрах ăслăх умĕнчи хăйĕн тивĕçне те манман. 2001 çулта философи ăслăхсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. 2006 çулта тухтăр диссертацине "Сущностные отношения "человек-земля" темăпа хӳтĕленĕ.

Чăваш патшалăх университетĕнче философипе ăслăх методологин доценчĕ пулса ĕçленĕ, студенсене вĕрентнĕ.

2021 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Ăслăх/пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Желтов, М. П. Пурăнăç философийĕ: [вĕренÿ пособийĕ] / Михаил Желтов. - Шупашкар, 2008. - 103 с.
  • Желтов, М. П. Чăваш халăх философийĕ: спецкурс / М. П. Желтов. - Шупашкар, 2009. - 111 с.
  • Желтов, М. П. Картина мира как основа этногенеза: (монографи) / М. П. Желтов. - Чебоксары, 2012. - 104 с.
  • Желтов, М. П. Практическая философия: учебное пособие [для студ. II-III курсов факультета чувашской филологии и культуры], Чебоксары, 2009.
  • Желтов, М. П. Отношение "человек-земля" : монография / М. П. Желтов. - Йошкар-Ола, 2005. - 210 с.
  • Желтов, М. П. Сущностные отношения "Человек - Земля" : автореф. дис. на соиск. учен. степ. д-ра филос. наук : Спец.(09.00.01) - Онтология и теория познания, 09.00.11 - Социальная философия / Желтов М. П. - Чебоксары : ЧГУ им. И.Н. Ульянова, 2005. - 42 с. - Библиогр.: с. 41-42.
  • Желтов М. П., Фрагменты этнической картины мира земледельцев Поволжья : [монография] / М. П. Желтов, В. П. Желтов. Чебоксары, 2015. - 127 с.
  • Сунтал Михаил. Асамлӑ алгоритм : фантастикӑлла-приключенилле повесть, калавсем / Михаил Сунтал. - Шупашкар, 1994. - 143 с.
  • Сунтал Михаил. Аҫа ҫапнӑ чун : повеҫсем, калавсем, юмахсем / М. П. Сунтал. - Шупашкар, 1997. - 188 с.
  • Сунтал Михаил. Икĕ тĕнче хушшинче [Текст] : фантастикăллă повеçсем / Михаил Сунтал. - Шупашкар, 2009. - 225 с.
  • Сунтал Михаил. Кун хыççăн кун [Текст] : [сăвăсем] / Михаил Сунтал - Шупашкар, 2010. - 99 с.
  • Сунтал Михаил. Малтанхи сăвăсем [Текст] / Михаил Сунтал - Шупашкар, 2009. - 92 с.
  • Сунтал Михаил. Мӑнту вӑрттӑнлӑхӗ: калавпа фантастикӑллӑ повесть: [вӑтам тата аслӑ ҫулхи шкул ачисем валли], Шупашкар, 2011.
  • Сунтал Михаил. Ҫул ҫинче ҫырнӑ сӑвӑсем / Михаил Сунтал. - Шупашкар, 2009. - 92 с.
  • Сунтал Михаил. Çул çинче çырнă сăвăсем [Текст] / Михаил Сунтал. - Шупашкар, 2009. - 92 с.
  • Сунтал Михаил. Тĕнче умĕнче [Текст] : сăвăсем, Шупашкар, 2009.
  • Сунтал Михаил. Хуп хушшинчи сăвăсем, Шупашкар, 2009.
  • Сунтал Михаил. Шурӑ чул: [сӑвӑсем], Шупашкар, 2011.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Сачкова, Л. Философ çуратнă сăнсем, Хыпар, 2.3.2005.
  • Ефремова-Ильина, Н. Г. Михаил Сунталӑн пултарулӑх тӗнчи, Актуальные вопросы истории и культуры чувашского народа = Чӑваш халӑх историпе культурин ҫивӗч ыйтӑвӗсем, Чебоксары, 2011. - Вып. 1. - С. 228-238.
  • Яклашкин, Н. М. Желтов Михаил Павлович // Тӑвай енӗн сумлӑ ҫыннисем / Н. М. Яклашкин. - Шупашкар, 2000. - Пӗрремӗш кӗнеке. - С. 98.
  • Михаил Сунтал // Чӑваш литературин антологийӗ. - Шупашкар, 2003. - [Т. 1] : Проза. - С. 462.
  • Афанасьев, П. Сунтал (Желтов) Михаил Павлович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. - Чебксары, 2006. - С. 387.
  • Григорьев, В. С. Желтов Михаил Павлович (Сунтал Михаил, Сарри Мишши) / В. С. Григорьев // Чувашская энциклопедия. - Чебоксары, 2006. - Т. 2 : Ж-Л. - С. 10.
  • Желтов Михаил Павлович (Сунтал Михаил, Сарри Мишши) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. - Чебоксары, 2014. - С. 141.
  • Ялгир, П. Сунтал (Желтов) Михаил Павлович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. - Чебоксары, 2005. - С. 109.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ..