Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕ
Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕ | |
---|---|
(И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ) | |
Никĕсленĕ çул | çурла, 17 1967 |
Ректор | А. Ю. Александров |
Юридици адресĕ | 428000, Шупашкар, Мускав пр., 15 |
Сайт | chuvsu.ru |
И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ (Latin: Universitas Tschuvaschicensis), — Шупашкарта 1967 çулта йĕркеленнĕ университет, Чăваш Республикин ăслăлăх тĕпĕ.
Факультетсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Университетăн кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1920 çулта революци комитечĕпе Чăваш автономи облаçĕн Канашĕн I съездĕнче Шупашкар хулинче университет уçас тĕллевшĕн сасăлаççĕ. Анчах çак йышăнăва пурнăçа кĕртесси ăнăçмасть. 1958—1959 çç. каллех çак ыйтăва хускатаççĕ, ку чухне те çак ĕç калаçупа çеç вĕçленет.
Çак вăхăта Чăваш республикинче виçĕ пĕлӳ керменĕ ĕçленĕ:
- Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕ,
- Чăваш ял хуçалăх институчĕ
- Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕ,
- 2 ăслăлăх-тĕпчев институчĕ тата чылай ăсчах-педагоглă урăх ăслăлăх-тупăш тата этеплĕх пĕлӳ керменĕсем.
1967 çулта Чăваш патшалăх университетне 1961 çулта йĕркеленĕ Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕн никĕсĕпе туса хунă.
1967 ç. тĕлне унăн 2 факультетĕнче (электротехника тата промăçлăха электрификацилев) 1300 çын ытла вĕреннĕ. Каçхи тата заочно факультечĕсенче, çав шутра пĕтĕмлĕ техника факультетĕнче те, 3800 пине яхăн студент пĕлӳ пухнă. Вĕсене 200 яхăн çын, вĕсенчен 20 ăслăлăх тухтăрĕпе кандидачĕ, вĕрентнĕ.
Филиалăн лаборатори тĕпĕ, вĕренӳ вырăнĕсем, студентсен общежитийĕсем, библиотека (çĕр пине яхăн том) пулнă, çаплах типографи, шутлав техникин лабораторийĕ, вĕренӳ ăста пӳлĕмĕсем, диплом тумалли кабинечĕсем.
Чăваш университечĕн шутне çаплах Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне хушнă. Факультетра 900 студент (350 — кăнтăрла уйрăмĕнче) вĕреннĕ, кунта çӳллĕ квалифициллĕ ăслăлăх-педагогика коллективĕ: 3 профессорпа 30 доцент ĕçленĕ.
Пĕрремĕш çул пĕлӳ керменĕ шутне çак факультетсем кĕнĕ:
- Историпе филологи факультечĕ,
- Медицина факультечĕ,
- Пĕрлехи техника факультечĕ,
- Хими факультечĕ,
- Экономика факультечĕ,
- Электротехника факультечĕ,
- Промăçлăха электрификацилес факультечĕ.
1968—1969 вĕренӳ çулĕ тĕлне физикăпа математика факультетне уçнă.
Университета йĕркелев ĕçĕнче Хусан патшалăх университечĕ пысăк пулăшу панă, Шупашкара Хусантан 2 тухтăрпа 10 ăслăлах кандидачĕ куçса килнĕ.
РСФСР Министăрсен Канашĕн 1967 çулхи чӳкĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе университета Илья Николаевич Ульяновăн ячĕпе чысланă.
Университет филиалĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Канашри филиалĕ
- Патăрьелти филиалĕ
- Улатăрти филиалĕ
Вĕренсе тухнă паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бобина Людмила Анатольевна — пĕрлĕхлĕх ĕçченĕ, «К здоровью через культуру» журналăн тĕп редакторĕ.
- Ефимов Лев Архипович — чăваш çыравçи.
- Патмар Эдисон Иванович — чăваш сăвăçĕ.
Вĕрентекенĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Аксаков Анатолий Геннадьевич — экономист, РФ Патшалăх Думин депутачĕ.
- Димитриев Василий Димитриевич — паллă чăваш ăсчахĕ, истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ, профессор.
- Кураков Лев Пантелеймонович — ректор пулса ĕçленĕ.
- Федоров Николай Васильевич — Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ.
- Ильин Виктор Алексеевич
- Маркиянов Орест Александрович
- Чинчиков Александр Александрович
- Юрьев Элли Михайлович
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ашмарин вулавĕсем — ЧПУ ирттерекен конференци.
- Республикăн гимнази-интерначĕ (ЧГУ йышĕнче)
- Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕ
- Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кто есть кто: учёные Чувашского государственного университета имени И. Н. Ульянова. — Шупашкар, 2002.
- Учёные Чувашского университета (1967—1992). Шупашкар, 1992.
- Чувашский государственный университет имени И. Н. Ульянова: 40 лет: [фотоальбом]. — Шупашкар, 2007.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ЧПУ официаллă сайчĕ
- Студенческий совет ЧГУ им. И.Н. Ульянова 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ульяновец Газета Чувашского государственного университета имени И.Н. Ульянова
- Тĕнче ыйту тупсăмĕсен лабораторийĕ
- Адрес приёмной комиссии Чувашского государственного университета на Яндекс.карты
- Чувашский государственный университет на Яндекс.карты
- Справочник для поступающих в ФГОУ ВПО «Чувашский государственный университет им. И. Н. Ульянова» в 2010 году(ĕçлемен каçă)
- Чебоксарский учёный представил разработки по созданию искусственного интеллекта(ĕçлемен каçă)
- Альтернативная версия электронной библиотеки ЧГУ им. И. Н. Ульянова 2014 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ЧПУ студенчĕсем Китайран парнепе таврăннă
- И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ — 50 ҫулта
- ЧПУ Раҫҫей шайӗнчи танлаштарӑмра палӑрнӑ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Раççей классика университечĕсен ассоциацийĕ |
|
---|---|
Йĕркелекен пайташсем | |
Пайташсем |
И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕсем |
|
---|---|
Ректорсем |
Сайкин Семён Фёдорович (1967—1981) • Сидоров Пётр Александрович (1981—1990) • Кураков Лев Пантелеймонович (1990—2010) • Агаков Всеволод Георгиевич (2010—2014) • Александров Андрей Юрьевич (2014-па) |
Президент |
Кураков Лев Пантелеймонович (2010—2011) |
Шупашкарти вĕренӳ аслă шкулĕсем (2022) |
||
---|---|---|
Университетсем | ||
Институтсем | ||
Филиалсем |
Шупашкарти коопераци институчĕ (РКУ филиалĕ) • Шупашкарти политехника институчĕ (Мускаври политехника университечĕн филиалĕ) • РХХПХА Шупашкарти филиалĕ • МАДИ Атăлçи филиалĕ • МГЭУ Шупашкарти институчĕ (филиалĕ) |