Контент патне куҫ

Михопар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

МихопарXVIII ĕмĕр варринчи пурăннă чаплă чăваш çынни. Вăл хальхи Муркаш районне кĕрекен Çĕньял Оринин ялĕнче çуралса ӳснĕ, унтах пурăннă. Вăл вăйпа тĕне кĕртнĕ чăваш пулнă. Хут çинче ăна Митрофан Селиверстов тесе çырнă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пугачев хресчен вăрçи вăхăтĕнче ял çыннисем Орининра пуçтарăннă. Пăкач пирки сӳтсе яма тытăннă. Халăх вара Михопара Çĕрпĕве янă. Михопар Çĕрпӳрен пăлхавçăсене илсе килнĕ. Вĕсем вара пупсене тăпăлтарма, хресченсене чиркӳ укçисене пама тытăннă. Пупсене, тиексене укăлча хапхи юпи çине çакнă тет. Чиркĕве çĕмĕрсе пĕтернĕ. Михопара майра патша салтакĕсем ярса тытса питĕ хытă тертлентернĕ. Халăхра каланă тăрăх, вăл вара хăйне тискеррĕн асаплантарнине чăтаймасăр вилнĕ имĕш.