Контент патне куҫ

Муркаш районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш Енĕн Муркаш районĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Муркаш районĕ
Герб
Герб
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Администраци центрĕ Муркаш чиркӳ ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1944, нарăс, 10
Район администрацин пуçлăхĕ Тимофеев Ростислав Николаевич
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ Николаев Игорь Васильевич
Официаллă чĕлхе чăваш
Лаптăк 845,34[3] çм² (10-мĕш вырăн)
Муркаш районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83541
Почтă индексĕсем 429240
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Муркаш районĕ

Муркаш районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕрĕнче вырнаçнă район. 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10 туса хунă.

Ытларах пайĕ Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă, пĕчĕк пайĕ — сулахай енче. Çӳрçĕр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Шупашкар районĕпе, кăнтăр енче — Элĕк районĕпе, хĕвеланăç енче Етĕрне районĕпе юнашар. Пĕтĕм лаптăкĕ 845,3 км2 танлашать, ку пĕтĕм республикăн лаптăкне илсен 4,6%. Администраци Муркаш ялĕнче вырнаçнă.

Муркаш районĕ сăртлă тӳрĕм вырăнта вырнаçнă. Çырмасем пить нумай, вăтамран вĕсен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Чи пысăк юханшывАтăл (район тăрăх 15 çухрăм юхать). Çавăн пекех Юнкă, Сĕнтĕр тата Сурăмпа Мăн Шетмĕ (Мăн Çавал юпписем), Муркаш юханшывсем юхаççĕ. Пĕчĕк кӳлĕсемпе пĕвесем пур.

Атăл хĕррипе юман вăрманĕсем вырнаçнă. Вĕсенче вĕрене, йĕлме, çăка йывăç та тĕл пулать.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çулта (Кăрлач, 1) районта 37,5 пин çын пурăннă. 2002 çулта 37,1 пин çын, 2004 — 36,8 пин çын, 2005 — 36,8 пин çын пурăннă. Ытларахăшĕ вĕсенчен ялсенче пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 45 çын км2 çине. Районта пĕтĕмпе 177 ял, вăтамран вĕсенче 219 çын пурăнать. Ытларах пайĕ (98%) — чăвашсем.

Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1920-1930 çулсенче районта коллективизаци юхăмĕ иртет. Ӗçе вăйпа ирттереççĕ. Ку тапхăрта районта çĕр ытла пĕрлĕхлĕ хуçăлăх йĕркеленет.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Л.П.Сергеев, «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», Шупашкар, 2002.