Мишель де Монтень

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мишель де Монтень

Мишель де Монтень
Çуралнă чухнехи ят: Michel Eyquem de Montaigne
Çуралнă вăхăт: 1533 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Сен-Мишель-де-Монтень (Дордонь), Франци
Вилнĕ вăхăт: 1966 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Бордо хула, Франци
Гражданлăх: Франци Франци
Ĕçлев тĕсĕ: Чĕрĕлӳ саманин франци çыравçипе философĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1570—1582
Ĕçсен чĕлхи: франци
Алпусни: Алпусни

Мишель де Монтень (фр. Michel de Montaigne; тулли ячĕ — Мише́ль Эке́м де Монтень, фр. Michel Eyquem de Montaigne; 1533 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕ, Сен-Мишель-де-Монтеньри Монтень керменĕ — 1592 çулхи авăнăн 3-мĕшĕ, Бордо, Франци) — Чĕрĕлӳ саманин франци çыравçипе философĕ, «Сăнавсем»,(«Опыты») кĕнекен авторĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сен-Мишель-де-Монтеньри Монтень керменĕ

Монтень Перигёпа Бордо çумĕнчи кил-йыш керменĕнче, Сен-Мишель-де-Монтень (Дордонь) хулинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Пьер Эйкем («де Монтень» аристократ ятне илнĕскер), итал вăрçисене хутшăннă, хăй вăхăтĕнче Бордо хулин пуçлăхĕ пулнă; 1568-мĕш çулта вилнĕ. Амăшĕ — Антуанетта де Лопез, пуян арагон еврейĕсен кил-йышĕнчен тухнă. Ашшĕ, пуян та классикаллă пĕлӳ илнĕскер, ывăлне те паха çутĕç пама тăрăшнă. Ачин сывлăхĕ начар пулнă май, грек чĕлхине вĕрентме пăрахнă. Мĕн пĕчĕкрен Мишель ашшĕн ирĕклĕхлĕ-çына юратаканлă вĕрентӳ мелĕпе вĕренсе ÿснĕ — унăн вĕрентекенĕ, нимĕç, франци чĕлхине лайăхах пĕлмен пирки Мишельпе латин чĕлхипе çех калаçнă, ăна вăл тăван чĕлхе пек пĕлнĕ. Ашшĕ ăна пур йывăрлăхран та хăтарма тăрăшнă: ирхине ăна çепĕç те лăпкă кĕвĕ вăратнă, усал хыпар унăн хăлхине кĕмен. Çавăнпа Монтень çитĕнсен те лăпкă та меллĕ, чун-кăмăлне нимĕнле те амантма çук, яланах чĕрĕ те таса шухăшлă пурнăçа туртăннă. Çапла вара унăн пурнăç пуçламăшĕнчех Эпикур шухăшлавĕ çинче никĕсленнĕ харпăр туйăмĕ аталанcа уйрăмах унăн тавракурăмне палăртать.

Гугенот вăрçисен вăхăтĕнче Монтень час-часах çапăçакан енсен хушшинче пулса пĕр пĕринпе килĕштернĕ, ăна король-католик Генрих III та, протестант Наварра Генрихĕ те пĕр пекех хисепленĕ.

1565-мĕш çулта, самай хум илсе, Монтень авланнă. Ашшĕ вилсен ăна Монтень йăхĕн кил-çурчĕ юлать, тӳре ĕç вырăнне сутса 1571-мĕш çулта вăл унта пурăнма куçать.

1572-мĕш çулта, 38 çулта Монтень хăйĕн «Сăнавсем» (пĕрремĕш икĕ кĕнеки 1580-мĕш çулта тухнă) кĕнекине çырма пуçлать. Философ Этьен де ла Боэси, «Рассуждений о добровольном рабстве» çыраканĕ, унăн çывăх юлташĕ пулнă, вĕсенчен хăшпĕр пайĕсене Монтень хăйĕн «Опыты» кĕнекине кĕртнĕ.

1580-1581-мĕш çулсенче çыравçă Швейцари, Германи, Австрипе Итали тăрăх çул çӳрет. Çулçӳревĕн пулу-иртни çинчен 1774-мĕш çулта тин пичетрен тухнă кун-çул çыравĕнче каласа панă. «Сăнавсем» кĕнекере (Виççĕмĕш кĕнеке, Глава X — «О том, что нужно владеть своей волей») Монтень хăй икĕ хут та Бордо хулин пуçлăхĕ пулнине пĕлтерет. Ку 1580-1581-мĕш çулсен çулçӳревĕ хыççăн пулнă пулĕ («Бордо хула çыннисем мана хăйсен хулин пуçлăхне суйларĕç, эпĕ Францирен аякра чухне тата çавăн пек шухăшсенчен унчен та аякрах пулнă чухне»).

Çыравçă 1592-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшăнче месса вăхăтĕнче вилсе кайнă.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мишель де Монтень, «Сăнавсем» кĕнеке

«Сăнавсем», («Опыты») эссе кĕнекине вăл 1570-мĕш çулта çырма тытăннă. Пĕрремĕш кăларăмĕ, (икĕ томлă), Бордора 1580-мĕш çулта, иккĕмĕш кăларăмĕ 1582-мĕш çулта, (авторĕ тÿрлетни) тухнă. Вырăсла пĕрремĕш хут 1954-1960-мĕш çулсенче тухнă.

Монтень шухăшлавĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Lazard M. Michel de Montaigne, biographie. — P.: Fayard. — 2002. ISBN 2-213-61398-2
  • Dictionnaire de Michel de Montaigne. Dirigé par Ph. Desan. — P.: Champion. — 2004. — ISBN 2-7453-1142-5.
  • Виппер Ю. Б. Монтень // История всемирной литературы: В 8 томах / АН СССР; Ин-т мировой лит. им. А. М. Горького. — М.: Наука, 1983—1994. — На титл. л. изд.: История всемирной литературы: в 9 т. Т. 3. — 1985. — С. 270—276.
  • Косиков Г. К. Последний гуманист, или Подвижная жизнь истины 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. // по изданию: Косиков Г.К. Последний гуманист, или Подвижная жизнь истины // Монтень М. Опыты. Избранные главы / Составление, вступительная статья Г.К. Косикова, М.: Издательство “Правда”, 1991. С. 6-32.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Викицитатникре çак темăпа страница пур
Мишель де Монтень