Молекула-кинетика теорийĕ
Молекула-кинетика теорийĕ (кĕскен МКТ) — XIX ĕмĕрте çуралса аталаннă тата, тĕпрен илсен, газсен шалти тытăмне пăхса тухакан физикăлла теори. Никĕсре çакнашкал япаласем тăраççĕ:
- мĕнпур ĕскерсем пĕрчĕсенчен тăраççĕ: атомсенчен, молекулăсенчен, ионсенчен;
- пĕрчĕсем татти-сыпписĕр тата хаосла (ăшăлăх) куçăмра тăраççĕ;
- пĕрчĕсем хушшинче абсолютлă пиçĕ çапăну саккунĕлле хире-хирĕç вăйăм пур
МКТ — чи ăнăçлă теорисенчен пĕри пулса тăнă тата нумай сăнавсемпе çирĕпленнĕ. МКТ никĕсĕсен тĕп ĕнентерĕвĕсем çаксем:
- Диффузи
- Броун куçăмĕ
- Япалалăх пĕр агрегатла тăрăмран теприне куçни.
МКТ никĕсĕ çинче паянхи физикăн уйрăмĕсен речĕ аталаннă, вăл шутра физикăлла кинетика тата статистикăлла механика. Анчах та вĕсенче молекула, атом, ион йышши пĕрчĕсем çеç мар, ăшăлăх куçăм кăна та мар тата хире-хирĕçле вăйăмсем те пĕртен-пĕр абсолютлă пиçĕ çапăну пеккисем тееймĕн. Çапла вара молекула-кинетика теорийĕ тени шкул вĕренткĕчĕсем çинче ытларах тĕл пулаççĕ. «Пысăк ăславра» вăл терминпа усă курсах каймаççĕ темелле.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Кинетическая теория газов // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Гиршфельд Дж., Кертисс Ч., Берд Р. Молекулярная теория газов и жидкостей. М., 1961 Френкель Я. И. Кинетическая теория жидкостей. Л., 1975 Кикоин А. К., Кикоин И. К. Молекулярная физика. М., 1976
Физика уйрăмĕсем |
---|
Экспериментла физика | Теорилле физика
Механика | Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ | Танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕ | Космологи | Молекулăсен физики | Термодинамика | Статистикăлла физика | Физикăлла кинетика (Молекула-кинетика теорийĕ, Статистикăлла механика тата ыттисем) | Электродинамика | Оптика | Акустика | Плазма физики | Конденсациленнĕ тăрăмсен физики | Атом физики | Квант физики | Квант механики | Уйăн квантла теорийĕ | Нуклонсар физики | Элементарлă пĕрчĕсен физики | Сулланусен теорийĕ | Линилле мар динамика | Метеорологи | Астрофизика | Космологи | Геофизика | Биофизика | Радиофизика | Материалсен пĕлĕвĕ | Атмосфера физики | Химилле физика | Физикăлла хими | Математикăлла физика | |