Статистикăллă механика
[[Статистикăлла физика тата термодинамика]] | ||||||||||||
Термодинамика Молекула-кинетика теорийĕ
| ||||||||||||
Çавăн пекех «Физика порталĕ» |
Статистикăлла механика, çавăн пекех ăна статистикăлла термодинамика та теççĕ, статистикăлла меслетсене термодинамикăлла шайлашура тăракан макроскопла физикăлла тытăмсен палăрăмĕсепе «хăтланăвĕсене» палăртма усă курни. Статистикăлла меслетсем макроскоплă объектсен микроскопла тытăмне тишкернĕ май тухса тăраççĕ.
Максвелл çырнă статьясем (1860—1879) тата Больцман çырнă статьясем (1870—1884) кунашкал меслетсене никĕсленĕ, газсен кинетикăлла теорине пуçласа янă.
Классикăлла статистикăлла механикăна вара Гиббс никĕсленĕ (1902); каярахпа макроскопла тăрăмсене классикăлла механика çине çеç таянса çырса кăтартнине квантла механика çитенĕвĕсене шута илсе тÿрлетнĕ.
Термодинамика, молекула-кинетика теорийĕ тата статистикăлла механика — тишкерÿ объекчĕсемпе çыхăннă ăславсем, анчах та вĕсем меслечĕсемпе уйрăлса тараççĕ; çав вăхăтрах вĕсемшĕн пĕр пĕтĕмĕшле ят та пур. Вăл ят — статистикăлла физика. Н. Н. Боголюбов 1946-мĕш çулта шайлашулăхла мар статистикăлла механикăна йĕркеленĕ[1]. Статистикăлла механика шайĕнче çырса кăтартнă май ансамбль тĕлĕшпе вăтамми тенин ăнлавĕпе усă кураççĕ. Тĕпре тăракан танлăхсем: Лиувилль танлăхĕ тата Боголюбов танлăхĕсен вăчăри.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Judith A. McGovern: Thermal and Statistical Physics, University of Manchester.
- Daniel F. Styer: Statistical Mechanics, Oberlin College.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Боголюбов Н. Н. «Проблемы динамической теории в статистической физике», М.— Л.: ОГИЗ. Гостехиздат, 1946.
Физикăри тĕп уйрăмсем |
|
---|---|
Меслетсем тĕлĕшĕнчен | |
Классикăлла | |
Хальхи | |
Дисциплинăсем хушшинчи | |
Çыхăнни |