Контент патне куҫ

Мускус

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Moschus moschiferus (кабарга)

Мускус (латыньле, пĕрреллĕ хисепре muscus) — хăшпĕр чĕрчунсен (кабаргасен, ондатрăсен, мускуслă кăвакалсен) парĕ кăларакан е хăшпĕр ӳсентăранран тухакан хаяр шăршă паракан, парфюмерире усă курмалли (ырăлакан тата фиксацилекен) япалалăх. «Мускус» тесе тахçантанпах Кабарга парĕнчен тухнă аромата каланă. Ытти чĕрчунсен урăхларах мускусĕсем йышне ондатрăн, мускуслă кăвакалĕн, мускуслă çĕрчавайçин, мускуслă çулевĕçĕн тата хăшпĕр крокодил тĕсĕсене кĕртеççĕ. Çапах та парфюмерипе медицинăра кабарга мускусне кăна хаклаççĕ — çакăн пек пăлан тĕсĕ çеç хаяр ароматлă япалалăхне питĕ нумай кăларать.

Тулаш енчен кабарга мускусĕ кабарга аçин мускус парĕнчен тухакан тĕшĕлле хĕрлĕ-хăмăр тĕслĕ ароматлă пастă пулать.

Мускус парĕсене кăларакан муксусне чĕрчунсем сирпĕтсе хăйсен территорине палăртаççĕ, амасене шăршăпа йыхăраççĕ, çаплах çăмне сĕрсе якатаççĕ.

Кабарга мускусĕн аромачĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутçанталăкра кабарга муксусĕ пек кăткăс ароматлă материал çук.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Шулов Л.М., Хейфиц Л.А. Душистые вещества с мускусным запахом. — М.: Центральный институт научно-технической информации пищевой промышленности государственного комитета по пищевой промышленности при Госплане СССР, 1964.
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «мускус»