Ондатра

Ондатрăна (мускус йĕке хӳрине) — чăвашла Хăнтăр, Чăваша 1947 çулта килсе янă. Çавăн хыççăн ондатра республикипех хăвăрт сарăлнă. Паянхи кун тĕлне унăн йышĕ 15 пине çывхарать. Ондатрăсем юханшывсем тăрăх, кӳлĕсем, пĕвесем таврашĕнче пурăнаççĕ. Йăвине чăнкă çыранта, шыв хĕрринчен 2-3 метрта тăвать. Ытларах ӳсентăранпа апатланать, анчах курăк сахал чухне моллюск, рак, шапа, пĕчĕк пулă тытать. Апатне ытларах шывра шырать, çыран çине питĕ сайра тухать. Ондатра хĕлле çывăрмасть. Апатне ку вăхăтра пăр айĕнче тупать. Ами пĕрремĕш хут çу уйăхĕнче 6-7 çура тăвать, çу каçа 2-3 хут çăвăрлама ĕлкĕрет. Çурасем ашшĕ-амăшĕнчен çуркунне уйрăлса тухаççĕ, икĕ хĕл каçнă хыççăн ĕрчеве хутшăнаççĕ. Ондатра тирĕ паха, какайĕ те тутлă. Ондатра йăпар йăвисене тапăнса сиен кӳрет, хăш-пĕр ерекен чире сарма пултарать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Фото и видео: Унтатăр Архивленĕ 10 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017 çулта.
- Раççейри çурăм шăммиллĕ чĕрчунĕсем: Унтатăрсем Архивленĕ 14 Кӑрлач уйӑхӗн 2019 çулта.
- Унтатăрсем Паши Утравĕ шыв-шурлăх комплексĕн (Яуза çăлкуçĕсем) шыври ӳсентăранлă утравсем çинче