Навои Алишер
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Навои пăхăр.
Алишер Навои | |
чагат. علیشیر نوایی | |
Алишер Навои. герат шкулĕн миниатюри. XVI ĕмĕр | |
Çуралнă чухнехи ят: | Низамаддин Мир Алишер |
---|---|
Суя ятсем: | Навои (мелодиллĕ), Фани (бренный) |
Çуралнă вăхăт: | 1441 нарăс, 9 |
Вилнĕ вăхăт: | 1501 кăрлач, 3 |
Вилнĕ вырăн: |
Герат, Тимуридсен патшалăхĕ |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç |
Ĕçсен чĕлхи: | чагатай, перс |
Алишер Навои Низамаддин Мир Алишер, — узбек сăвăçи, патшалăх ĕçченĕ. 1441 çулхи нарăсăн 9 халĕ Афганистана кĕрекен Герат хулинче çуралнă. 1501 çулхи кăрлачăн 3 çав хуларах вилнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алишер Навои Гиясаддин Кичкине патшалăх ĕçченĕ килĕнче çуралнă. Унăн килĕ пултаруллă çынсем пухăнакан вырăн пулнă. Çапла вара Алишер Навои исскуствăпа паллашнă. 15 çула çитнĕ çĕре вал паллă сăвăçă пулнă. Сăввисене Вăтам Азири тĕрĕк чĕлхи тата фарси çинче çырнă. Гератра, Мешхедре, Самаркандра вĕреннĕ.
Алишер Навои хăйĕн хыççăн 30 патнелле сăвă пуххи, пысăк поэмăсем, прозăсем, тата ăслăлăх çырăвĕсем хăварнă. Унăн чи паллă ĕçĕсем:
- "Шухăшсен пуянлăхĕ" (1498-1499). Тăвата диванран тăрать: "Диковины детства", "Редкости юности", "Диковины средних лет", "Назидания старости".
- «Диван Фани». Фарси çинче çырнă сăвăсен пуххи.
- «Пятерица»
- «Лейли тата Меджнун». Çамрăк Кайс хитре Лейлине телейсĕр юратни çинчен.
- «Фархад тата Ширин» поэма. Фархад паттăр Иран шахĕ Хосрав куç хунă Ширин армян пикине юратни çинчен.
- «Çичĕ планета» юмахлă новеллăна кĕрекен тăваттăмĕш поэми.
- «Искандар стени» юмахлă новеллăна кĕрекен юлашки çиччĕмĕш поэми.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Статья в БСЭ (выр.). çăлкуçран архивланă 29 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
Категори:
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Гератра вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Узбек сăвăçисем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Чагатай сăвăçисем
- Тĕрĕк сăвăçисем
- Хорасан сăвăçисем
- XV ĕмĕрĕн сăвăçисем
- Философсем, алфавитпа
- XV ĕмĕрĕн философĕсем
- Историксем, алфавитпа
- XV ĕмĕрĕн историкĕсем
- XV ĕмĕрĕн сифисем
- Тимуридсен культури
- Тимурид эпохин сăвăçисем
- Пайăр çынсем:Герат
- Пайăр çынсем:Хорасан
- Алишер Навои