Нева (юханшыв)
Нева | |
---|---|
Характеристика | |
Тăршшĕ | 74 км |
Бассейн лаптăкĕ | 281 000 км² |
Шыв системи | Балти тинĕсĕ |
Шыв тăкакĕ | 2500 м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | Ладога кӳлли, Петрокрепость бухти |
• Çӳллĕшĕ | 4,29 |
• Координатсем | 59°56′41″ с. ш. 30°18′34″ в. д. / 59.94472° с. ш. 30.30944° в. д. (G) (O) (Я)Шаблон:Карттă/Бк/O |
Шыв вăрри | Фин кӳлмекĕн Нева тути |
• Çӳллĕшĕ | 0,03 м |
Вырнаçни | |
Патшалăх | ![]() |
Регион | Ленинград облаçĕ, Санкт-Петербург |
РПШР | 01040300312102000008487 |
Нева — Ленинград облаçĕнчи тата Санкт-Петербургри юханшыв, Балтика тинĕсĕн Фин заливне Ладога кӳллипе çыхăнтарать. Ячĕ фин чĕлхинчен Nevajoki, Nevajärvi (neva — шурлăх, шведла — ny) пуçланнă. Вырăсла — Нева, халăх этимологипе «Çĕнĕ (шыв)». (Фасмер). Пĕрремĕш хут — Житие Александра Невского (XIII ĕмĕр) — асăннă. Нева тăршшĕ — 74 çм (тинĕсе çити тӳррĕн — 45 çм), çав шутра Санкт-Петербург тăрăх — 28 çм. Вăтам анлăлăхĕ — 400—600 м, чи анли — 1200 м (Нева хапхисем патĕнче), чи тăвăрри — 210 м (Иванов порогĕсем патĕнче). Вăтам тарăнăшĕ 8—11 м, чи тарăнни — 24 м (Литейнăй кĕперĕ патĕнче). Пысăк шыв магистралĕ, Атăл-Балтика тата Шурăтинĕс-Балтика шыв çулĕ. 4000 çул каялла Ладога шывĕ Балтика тинĕсне çĕмĕрсе кĕнĕ чухне пулса тăнă. Ладога кӳллинчен Шлиссельбург хули çумĕнче Фин заливне (Балтика тинĕсĕ) юхса кĕрет. Часах хăрушăллă шывилнисем пулаççĕ. Неван 42 утравĕсем çинче Санкт-Петербург хули вырнаçнă.
Пысăк утравĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Васильев утравĕ (1050 га); Петроград утравĕ (570 га); Крестов утравĕ (420 га); Декабристсен утравĕ (410 га). Татах Мулкач, Елагин тата Чуллă утравсем пур.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Сайт, посвящённый реке Неве
- Сайт Гринпис о загрязнении Невы Архивленĕ 18 Раштав уйӑхӗн 2014 çулта.
- Песни о Неве
- График разводки мостов на Неве Архивленĕ 29 Ҫӗртме уйӑхӗн 2007 çулта.
- График разводки мостов на Неве в Санкт-Петербурге Навигация 2009 г.
- Дублёр Невы, или Ещё один путь из Ладоги в Финский залив Архивленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2008 çулта.
- Карты глубин реки Невы Архивленĕ 19 Ҫурла уйӑхӗн 2007 çулта.
- Страницы, использующие повторяющиеся аргументы в вызовах шаблонов
- Юханшывсем, алфавитпа
- Шыв объекчĕсем, алфавитпа
- Юханшыв карточки: Тултар: Шыв вăррин координачĕсем
- Юханшыв карточки: Тӳрлет: Шыв пуçламăшĕ
- Юханшыв карточки: Тӳрлет: Шыв вăрри
- Юханшыв карточки: Тӳрлет: Регион
- Юханшыв карточки: Тӳрлет: Нацилле ячĕ
- Раççей юханшывĕсем
- Европа юханшывĕсем