Неверов Константин Павлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Константин Павлович Неверов
Çуралнă вăхăт 1894, раштав, 13
Çуралнă вырăн Шупашкар хули, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт 1977, çурла, 4
Вилнĕ вырăн Челепи
Пăхăнулăх ССРП ССРП
Çар ăрачĕ çуран çар
Хĕсмет çулĕсем 1918—1958
Хисеп
Генерал-лейтенант
Генерал-лейтенант
Çапăçусем/вăрçăсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи,
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль

Неверов Константин Павлович (1894, раштав, 131977, çурла, 4) — Совет Çарăн генерал-лейтенанчĕ. 1-мĕш тĕнче тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер. Ехрем хуçан (Ефремов Прокопий Ефремовичăн (1821-1907) тÿрĕ тăхăмĕ[1].

Кунçул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Константин Павлович Неверов генерал-лейтенант — Ехрем хуçан тÿрĕ тăхăмĕ. Çапла вара ăна чăваш йăхĕнчен тухнă çын теме пулать.

Мăн аслашшĕ — Прокопий Ефремович Ефремов (1821-1907), мăн асламăшĕ (Прокопий Ефремовичăн пĕрремĕш арăмĕ) — Устинья (1823-1855). Вĕсем иккĕш те чăвашсем. Çаксен малтанхи хĕрĕ — Елена Прокопьевна (100% чăваш). Шăпах çав туратран пырать те ĕнтĕ генералăн йăх тымарĕ. К.П.Неверовăн ытти несĕлĕсем хушшинче чăвашсем урăх çук пулмалла. Ашшĕ унăн, Павел Александрович Неверов (1864-1915) — çурма чăваш (50%) темелле. Çапла вара Константин Александрович хăй чĕрĕк чухлĕ чăваш (25%) пулса тăрать. Награди листинче вырăс тесе çырнă[2]. Кăна та ăнланма пулать.

Константин Павлович Неверов генерала Совет Союзĕн Геройĕ ята пама тăратнă пулнă, анчах та вăл ăна темшĕн тивĕçеймен. Орден панипех çырлахнă. Кун пирки унăн награда листине вуласа тухса пĕлме пулать.

Чысланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ленин орденĕ
  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ
  • Тăван Çĕршыв вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕ (2 хутчен)
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.