Николаева Калиса Ивановна
Николаева Калиса Ивановна, — доцент (2002). 1950 çулхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Тарăн Çырма ялĕнче çуралнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1965 çулта Хăймалакассинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан, 1969 çулта Канашри педагогика училищинчен, 1978 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, 1969 çултанпа — вĕрентекен ĕçĕнче: малтан Мăналти сакăр çул вĕренмелли шкулта (1969-1973), унтан Ишлейри ача-пăча санаторийĕнче (1973-1992) вăй хунă. 1992 çултан пуçласа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхи кафедринче ĕçлет, тĕрлĕ факультет студенчĕсене чăваш чĕлхине вĕрентет. 2002 çултанпа — кафедра доценчĕ. К.И. Николаева вырăсла калаçакан студентсене чăвашла вĕрентес ĕçре пуян опыт пухнă, ăна 13 статьяпа 6 кĕнекере çырса кăтартнă.
Пичетленнĕ ĕçĕсем:
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Русско-чувашский картинный словарь. Учебное пособие. - Чебоксары, 1997;
- Практический курс по чувашскому языку для русскоязычных студентов и учащихся. Учебное пособие для образовательных учреждений. - Чебоксары, 2000; 2002;
- Сборник упражнений и заданий по практическому курсу чувашского языка для русскоязычных студентов и учащихся. Учебно-методическое пособие. - Чебоксары, 2001;
- Программа практического курса чувашского языка для русскоязычных студентов нефилологических факультетов. - Чебоксары, 2002 (в соавторстве);
- Турецко-чувашский картинный словарь. Учебное издание. - Чебоксары, 2002 (в соавторстве);
- Чувашский язык. Начальный курс. Учебник для русскоязычных студентов. - Чебоксары, 2002.